07 февраля 2015 г.
Ытлари кун, февралĕн 3-мĕшĕнче, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ И. Моторин ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн тăрăхра пулчĕ. Вăл районти культурăпа кану центрĕнче "Районăн 2014 çулхи социаллă экономика аталанăвĕ тата 2015 çулхи тĕллевсем" темăпа иртнĕ анлă канашлăва хутшăнчĕ. Çавăн пекех мероприятире Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков, ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçне пурнăçлакан А. Самаркин, экономика аталанăвĕ, ЧР промышленность тата суту-илỹ министрĕн пĕрремĕш çумĕ И. Антонова, ЧР финанс министрĕн çумĕ С. Иванова, район пуçлăхĕ М. Петров, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, "Красное знамя" ЯХПК ертỹçи П. Никифоров пулчĕç.
Лару сумлă самантпа пуçланчĕ: Н. Глухов ĕçре палăрнисене Чăваш Республикин Хисеп грамотисене пачĕ. Унтан Николай Иванович районăн иртнĕ çулхи экономикине пĕтĕмлетрĕ, кăçалхи тĕллевсене уçăмлатрĕ. (Кăтартусемпе хаçатăн январĕн 31-мĕшĕнче тухнă номерĕнче тĕплĕн паллаштарнăччĕ). Пĕлтĕр сахал мар ĕç тунă. Ял хуçалăх предприятийĕсем çĕнĕ витесем, пахча çимĕç хранилищисем хута яма вăй çитерчĕç. Çут çанталăк йывăрлăхĕсене пăхмасăрах пĕрчĕллĕ культурăсен тухăçĕ те савăнтарчĕ. Район администраци пуçлăхĕ кăçал çĕрпе тата тухăçлăрах усă курма, выльăх-чĕрлĕх отрасльне, пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе ытларах аталантарма, çамрăк специалистсене ĕçе явăçтарассине лайăхлатма, фермерсен шутне ỹстерме тăрăшнине пĕлтерчĕ. Доклада республика правительствин пуçлăхĕ тимлĕн итлесе ларнă май, ыйтусем те пачĕ: И. Моторин районта çурхи ĕçсене ирттерме вăрлăх çителĕклĕхĕпе кăсăкланчĕ. Н. Глухов вăрлăхпа ĕçлекен ял хуçалăх предприятийĕсем пуррине, вĕсем çулленех ăна çĕнетсе тăнине, Мускаври, Çĕрпỹри тата ытти çĕрти вăрлăхпа ĕçлекен институтсенченех илсе килнине пĕлтерчĕ, ятарлă хранилищĕсем тунăран çĕр улми вăрлăхĕ те лайăх упранмаллине каларĕ.
ЧР промышленность тата суту-илỹ министрĕн пĕрремĕш çумĕ И. Антонова республикăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене асăннă май, районăнне те тишкерчĕ. Вăл Патăрьелĕнчи бизнес-центра тулли хăватпа ĕçлеттересси, хăш-пĕр организацисенче шалăва республикăри вăтам кăтартăва çитересси пирки те асăнчĕ. Унтан япаласен хакĕсем çине куçрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче ку енĕпе лару-тăру аваннине, хăш-пĕр апат-çимĕç Чăваш Енри вăтам хакран та пĕчĕкреххине палăртрĕ. Патăрьел районĕ _ çĕрпе ĕçлекен районсенчен пĕри. Çавна май яваплă тапхăра кĕске вăхăтра ирттерсе ярасси пирки сăмах пуçарчĕ ЧР ял хуçалăх министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха туса пыраканĕ А. Самаркин. Вăл патшалăх паракан пулăшусем, кредитсем пирки кĕскен чарăнса тăчĕ. Тĕслĕхрен, элита вăрлăхсем туяннăшăн патшалăх тăкакланă укçан пĕр пайне тавăрса парать. Мелиораци программи малалла та ĕçленине пĕлтерчĕ Алексей Александрович.
ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров ял хуçалăх предприятйĕсене хумхантаракан ыйтусене хускатрĕ: çĕрпе тухăçлă ĕçлесси, çум курăклă пайсене пусă çаврăнăшне кĕртесси, ял хуçалăх продукцийĕсен хакĕсем (какай çеç 10-15 процент пысăкланнă) ỹсменни, предпринимательсем вĕсене хаклантарни пирки тухса каларĕ. Ачасене ĕçлеме хăнăхтарасси, тĕрĕс воспитани парасси пирки те хускатрĕ. Ун сăмахне район пуçлăхĕ М. Петров малалла тăсрĕ. Вăл Юхмапа Пăла тăрăхĕ çĕкленсе пынинче депутатсен тивĕçĕ те пуррине, вĕсем тĕрĕс çул суйласа илнине, халăх "тарçисемпе" райадминистраци пуçлăхĕ пĕр-пĕринпе ăнланса, килĕштерсе вăй хунине, ял хуçалăх предприятийĕсене аталанма пулăшас тĕллевпе ЧР Пуçлăхĕ тата РФ Президенчĕ патне çырусемпе тухнине пĕлтерчĕ. _ Эпир, Патăрьелсем, хамăр умма лартнă тĕллевсене пурнăçлама тăрăшатпăрах, _ терĕ Михаил Владимирович.
Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков та район хитреленсе пынинче ертỹçĕсен, ĕçчен халăхăн тивлечĕ пысăккине, пĕрлĕхре кăна вăй иккенне палăртрĕ. Анлă ларура унччен район ертỹçи пулнă Н. Селиванов та тухса каларĕ. Николай Васильевич Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи вĕçленнĕренпе 70 çул çитнине халалласа йĕркелекен уявччен ялсенче çĕнтерĕве çывхартса вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăксене тирпейлесси, çынсенче техника шучĕ нумайланнăран урамсенче иртсе çỹреме йывăрланни пирки тата ытти ыйтусене те хускатрĕ. Канашлăва министерствăран килнĕ ытти представительсем, банк ертỹçисем хутшăнчĕç, налуксем ытларах пухмалли майсене пурнăçа кĕртесси, предпринимательлĕхе аталанма майсем туса памаллине тата ытти пирки те пĕл-терчĕç. Районăн экономика аталанăвне тишкерекен мероприятие И. Моторин пĕтĕмлетрĕ. Вăл çулталăка ăнăçлă вĕçленĕшĕн пурне те Чăваш Республикин Пуçлăхĕ ятĕнчен тав сăмахĕ каларĕ. Палăртнă тĕллевсене кăçал та пурнăçласса, кризис кăларакан йывăрлăхсене çĕнтерессе шаннине пĕлтерчĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)