07 февраля 2015 г.
Февралĕн 3-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев муниципалитет, хула, республика, федераци шайĕнчи медицина учрежденийĕсен тĕп тухтăрĕсемпе, общество организацийĕсен, "Росздравнадзорăн", медицина страхованийĕн фончĕн, "Фармаци" ПУП представителĕсемпе тĕл пулнă. Унта сỹтсе явнă тĕп ыйту _ халăх сывлăхне упрасси, паянхи условисенче пациентсене пахалăхлă пулăшупа тата эмелпе тивĕçтерессине лайăхлатасси.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)