АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи семинар усăллă иртрĕ

07 февраля 2015 г.

Патăрьел тата Шупашкар районĕсенчи шкулсенче чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсен "Тĕрлĕ халăх культурин çыхăнăвне аталантарассине тĕпе хурса ĕçлесси" темăпа Литература тата К. Иванов çулталăкĕсене халалласа республикăри семинар иртрĕ. Унта пирĕн районти 34 педагог хутшăнчĕ.

Хăнасене Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Первомайскинчи вăтам шкулти Е. Сорокина ертсе пыракан "Çăлкуç" фольклор ушкăнĕ чăваш юрри-сăввипе савăнтарчĕ.

Ĕçлĕ семинар шкулти акт залне куçрĕ. Ăна чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен методика пĕрлешĕвĕн ертỹçи, Ыхра Çырминчи вăтам шкулта вăй хуракан С. Кулакова уçрĕ. Пĕрремĕш вăтам шкул директорĕ Н. Андреева вырăс, чăваш, тутар ачисене чĕлхене вĕрентес ĕç çинче чарăнса тăчĕ. Район администрацийĕн вĕрентỹ, социаллă аталану, информациллĕ тивĕçтерỹ тата архив ĕçĕсен пайĕн информаципе методика центрĕн методисчĕ Е. Перепелкина çак системăри чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Чĕлхепе литературăна тата тăван ен культурине вĕрентес ĕçе 49 учитель кỹлĕннĕ. Вĕсенчен 18-шĕ аслă, ыттисем пĕрремĕш категориллĕ. Педагогсем мал ĕмĕтлĕ. Хăйсен ĕçĕнче паянхи кун вĕрентỹре тивĕçтерекен тĕрлĕ методикăпа технологине пăхăнса ĕçлеççĕ, професси конкурсĕсене хутшăнаççĕ. Вĕренекенсене район, республика шайĕнчи олимпиадăсемпе ăмăртусене явăçтараççĕ.

Районта тĕрлĕ наци çынни пурăннине шута илсе шкулсенче тутар, вырăс ачисене чăваш чĕлхи вĕрентес пирки те ыйту хускалчĕ семинарта. Тутар шкулĕсенче пĕлỹ пухакансем олимпиадăсене чăваш ачисемпе пĕр танах хутшăнни савăнтарать. Çакăн пирки Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти В. Егорова учительница чарăнса тăчĕ. Чĕлхене вĕрентни çултан çул ачасен хушшинчи туслăха çирĕплетме пулăшнине, пĕр-пĕрин уявне хапăлласа йышăнма май панине палăртрĕ.

Районта писательсемпе поэтсене халалласа сăвă конкурсĕсемпе вулавĕсене ирттересси йăлара. М. Карягина, Г. Айхи, Р. Сарпи вулавĕсене çулсерен çĕре яхăн вĕренекен хутшăнать. Çаксемпе М. Табакова (Кивĕ Ахпỹрт), М. Мадюкова (Çĕньял), Н. Павлова (Нăрваш Шăхаль) презентаци урлă кăтартса паллаштарчĕç.

Семинара Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле вĕ-рентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ, "Чăваш Республикин учителĕсен ассоциацийĕ" обшество организацийĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсен секцийĕн ертỹçи Г. Никифоров хутшăнни те вĕрентекенсене хумхантаракан ыйтусене çĕклеме хавхалантарчĕ. Орфографи правилисем, шкулсенче чăваш чĕлхи сехечĕсем, 9 класран вĕренсе тухакансене çак предметпа экзамен тыттарасси, çĕнĕ учебниксем тата ытти çинчен те пычĕ калаçу.

Семинар усăллă иртрĕ. Вăл вĕрентекенсене малашне те тĕллевлĕ те пур енлĕ аталанса ĕçлеме хавхалантаратех. Литература тата К. Иванов çулталăкне районти пултаруллă вĕрентекенсем чăннипех çак мероприятипе уçрĕç теме сăлтавĕ те пур.

Е. СОФРОНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика