07 февраля 2015 г.
Февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнчен ватлăхпа, сусăрланнипе, тăрантаракана çухатнипе паракан страховани пенсийĕсем 11,4 процент ỹсеççĕ. Пенси саккунĕсемпе килĕшỹллĕн пенсин çулленхи шутлавне хаксем пысăкланнипе çыхăнтараççĕ. Вăтам пенси 13 пин тенке çитмелле. Инфляци шайне тĕпе хурса февраль уйăхĕн 1-мĕшĕнче страховани пенсийĕпе пĕрле унăн фиксациленĕ тỹлевне те индексацилеççĕ (кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне унăн виçи 3935 тенкĕпе танлашнă). Районĕпе февральтен 10713 çыннăн пенси ỹсмелле. Страховани пенсийĕсем вăтамран 994 тенкĕ хăпараççĕ.
И. КУЗНЕЦОВА, районти пенси фончĕн ертỹçин çумĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)