07 февраля 2015 г.
Сериал курса пĕтерсе çывăрма çеç выртнăччĕ Валерий Георгиевич электрошăнкăрав янăраса кайрĕ.
_ Валерий тете, _ илтĕнчĕ пăсланнă алăк леш енчен хĕр сасси. _ Уçăр-ха.
Çамрăк хĕр хыпăнсах калаçма пуçларĕ. Ĕни чирлесе ỹкнĕ-мĕн.
Утнă çĕре утса, чупнă çĕре чупса çитрĕç килне. Кĕрт аша-аша лачкамах тарларĕ ветврач. Пырне çĕр улми лартнă выльăха хăтарса хăварма ĕлкĕрчĕçех. Тем пек савăнчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ, Валерий Георгиевича чĕререн тав турĕ.
25 çул хушшинче кун пекки миçе пулнă-ши? Пĕрин ĕни пăрулаймасть, теприн пăруланă хыççăн пĕр-икĕ кунтан порезпа аптăраса ỹкет. Çийĕнче пулăшу памасан вилсе кайма та пултарать. Çĕрĕпех ĕне çумĕнче тăрса çывăрмасăр ĕçе кайни те пĕрре мар пулнă.
Этемми çавнашкал вăл, çын инкекне чĕре патне илет. Пулăшу ыйтма пыракана хирĕçлеймест, хăйĕн профессине чунтан юратать. Таçтан, шалтан тапса тăракан вăй-хăват, кăвар пек çунса, хĕрỹ парса тăрать. Ĕç çине çăмăлттайла пăхмасть, сăмаха шайласа калать, тавракурăмĕ анлă, тивĕçе лайăх ăнланать.
Ĕç "куршанакĕ" Валерий çумне ир çыпăçрĕ. Ашшĕ вăхăтсăр çĕре кĕнĕрен, амăшĕпе йăмăкне пулăшмалла пулчĕ. Каникул вăхăтĕнче сухан-çевок, выльăх кăшман пайĕсенче тар тăкнă, килти выльăх-чĕрлĕхе пăхнă. Пĕррехинче ĕни чирленĕрен çĕрĕпе ун çумĕнче пулчĕ. Шăпах çавăн чухне çуралчĕ те ветеринари врачĕ пулас шухăш. Ỹссе пынăçем пушшех те çирĕпленчĕ.
Туçари вăтам шкултан вĕренсе тухса аттестат илнĕ хыççăн çамрăк каччă тỹрех Вăрнарти совхоз-техникума çул тытрĕ. Кунтанах çар тивĕçне пурнăçлама салтака кайрĕ. Икĕ çултан каллех техникумра вĕренĕвне малалла тăсрĕ.
Дипломлă специалиста тăван тăрăхри ветлечебницăра йышăнчĕç. Врач-эпизоотолог пулма шанчĕç. Ветлечебницăн тĕп врачĕ Г. Саликов, В. Мясникова, Н. Куданов кулленхи ĕçре пулăшсах, вĕрентсех пычĕç.
Чăнах та, ĕç калăпăшĕ пĕчĕкех марччĕ. "Гвардеец" колхоз 8 яла пĕрлештерсе тăратчĕ. Çĕнĕ Ахпỹрт те çак участоках кĕнĕ. Кашни ялти фермăра 200-300 пуç сăвакан ĕнеччĕ. Унсăр пуçне тынасемпе вăкăрсем, çамрăк пăрусем, сыснасем йышлăччĕ. Халăхра тата мĕн чухлĕ выльăх-чĕрлĕхчĕ! Кивĕ Ахпỹртре çеç 200 ĕнеччĕ. Тĕрлĕ чир-чĕр сарăласран профилактика мероприятийĕсене пурнăçланă: юн илнĕ, прививка тунă, вырăнти радиопа тухса калаçнă, "Туçа ен" хаçатра статьясем пичетленĕ. _
Çĕр çывăрмасăр ирттернĕ каçсем нумай пулнă. Çур çĕр иртсе 2-3 сехетре ĕне пăрулаттарма каяттăмăр, _ аса илет çав вăхăтсене Валерий Георгиевич.
Пĕлĕве ỹстерес тĕллевпех В. Быков Хусанти ветеринари академине куçăмсăр майпа вĕренме кĕнĕ. Унтан лайăх паллăсемпе кăна тухнă.
Ăсталăхне, хастарлăхне кура Валерий Георгиевича 2002 çулта ветучасток заведующийĕ пулма шаннă. Халĕ вĕсем виççĕн ĕçлеççĕ: А. Сергеев ветфельдшер, Л. Козлова ветсанитар. Вăлах _ осеменатор.
Туçари ветеринари участокĕ районта чи лайăххисенчен пĕри. Ăмăртусенче яланах малти вырăнсене йышăнать. Профилактика ĕçĕсене вăхăтра туса тăнăран сикекен хăрушă чирсем тĕл пулмаççĕ.
Юлашки çулсенче выльăх усракансем йышланса пыраççĕ. Паяна 8 ялта 800 пуç ытла ĕне-выльăх. Кивĕ Ахпỹртри В. Павловăн кăна 20 пуç ытла, 5-6 лаша, А. Каргинăн _ 5-6 урхамах. Л. Кошкина хуçалăхĕнче те ĕнесем, сурăхсем, вăкăрсем йышлă.
Ĕçне кура чысĕ, хисепĕ. Валерий Георгиевич "Районти чи лайăх ветеринари работникĕ", "Професси тĕлĕшпе чи лайăххи" ятсене тивĕçнĕ. Районти тата республикăри патшалăх ветеринари службин Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем те пур.
В. Быков ĕçре кăна мар, килте те маттур. Мăшăрĕпе, Марина Ивановнăпа, пĕр ывăлпа икĕ хĕр çитĕнтереççĕ. Виктор _ çар çынни, Лиана Канашри медицина училищинче вĕренет, Милана ялти шкула çỹрет. Хуçалăхра выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ, çĕрпе ĕçлеççĕ.
Ĕç _ пурнăç никĕсĕ, вăл çынна мухтава кăларать, теççĕ халăхра. Çак ăслă сăмахсен чăнлăхĕпе тĕрĕслĕхĕ В. Быков кун-çулĕнчен те яр-уççăн курăнать. Шăпах çакнашкал çынсем илем кỹреççĕ те ĕнтĕ пирĕн пурнăçа.
В. МАЛЬЦЕВА. Кивĕ Ахпỹрт
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)