АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунпа çĕре черетлесе çитесшĕн 85-е!

07 февраля 2015 г.

 Район ĕçченĕсем юратса вулакан сумлă "Авангард" хаçатăмăр ыран 84 çул тултарать. Тăххăрмĕш теçеткене пуснăскер, çак тапхăрччен вăл Юхма енре пурăнакансен шанчăклă çул юлташĕ, хавхалантараканĕ, çывăх тусĕ тата канашçи пулса районăн кашни утăмне, паллă ĕçне çутатсах тăма тăрăшрĕ, тăрăшать те. Çул хушăнни ватăлнине пĕлтермест, ку вăл ăсталăх, ăслăлăх тапхăрĕ, тĕрĕс те виçеллĕ йышăнусем тумалли вăхăт тăсăмĕ.

Хаçат ячĕ яланах малти ретре пулмаллине аса илтерет. Çак ырă ята çĕнсе илессишĕн тата çирĕплетессишĕн район хаçатçисен темиçе ăрăвĕ вăй хунă. Вĕсен хушшинчен чăвашсен паллă çыравçисем чылай тухнă. Хаçатра çунат сарнă çынсен йышĕнче Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен каялла таврăнайманнисем те пур. Çавах та кунта харсăр çынсем ĕçленĕрен, вĕсене вырăнти обществăлла корреспондентсем тивĕçлипе пулăшса тăнăран вăл паян та аталану çулĕпе харсăррăн утать.

"Авангард" _ вулакансен юратнă хаçачĕ. Вăл халăхпа тачă çыхăнса ĕçлени савăнтарать. Вулакансене кăсăклантаракан, ял ĕçченĕсен çитĕнĕвĕсене çутатакан материалсем пичетлесех тăма тăрăшатпăр. Хаçат страницисенче çынсен шăпине уçса паракан статьясем, кулленхи пурнăçра кирлĕ канашсем, сĕнỹсем тупма пулать.

Икĕ чĕлхепе тухса тăракан пичет кăларăмĕсенче кун çути куракан материалсем районта пурăнакан тĕрлĕ халăхăн туслăхне татах та çирĕплетессе шанас килет. Хаçат страницисенче пичетленекен материалсене çырас ĕçе тỹрремĕнех виççĕн явăçатпăр. Ку енĕпе А. Егоровапа О. Павлова пай редакторĕсен стажĕ те, ăсталăхĕ те çителĕклех. Вĕсене тутарла куçарас ĕçре Г. Чинкина тимлет. Компьютерпа калăплассине И. Кошкинапа М. Амалеева пурнăçлаççĕ. Çĕнĕ варкăш кĕрсех тăрать коллектива. Маларах Н. Никитина оператор хутшăнчĕ. Хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Н. Мазякова та çак системăна куçни нумаях мар-ха. Финанса тытса пырассипе А. Суворова ĕçлет. Н. Егорова кассир, В. Плешков водитель, В. Полякова тирпей-илем тытакан та хăйсен вырăнĕнче яваплăха туйса ĕçлекенскерсем.

Ыран калем ăстисемшĕн паллă кун. Хаçатра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă А. Салмин, В. Мальцева, Н. Ларионов, Р. Гайфин, З. Александрова, Е. Крылова, М. Мулюкова, Э. Карама тата ыттисем те вăхăтĕнче çакăнта вăй хунипе тивĕçлипех хăпартланма пултараççĕ.

С. Кулакова, В. Селиванов, М. Мадюкова, А. Кузнецова, А. Фролов, М. Табакова, В. Бородкин, Л. Лялькин, М. Зейнетдинов, Я. Степанов, Г. Хлебникова, А. Антипов, А. Мурдакова, Л. Комиссарова, П. Ефимов, А. Антонова, Л. Сорокина, В. Яковлева, Л. Казакова, Е. Сымова, А. Кольцов, Н. Кошелева, Н. Никитина, И. Ерофеев тата ытти обществăлла корреспондентсем _ пирĕн çывăх пулăшакансем. Вĕсем те хаçата пуянлатма май паракан информацисем çитерсех тăраççĕ.

Мĕнех сĕнер хаçат çуралнă кунĕ ячĕпе сире. Сывлăхпа пурăнса, тăрăшса ĕçлесе, тулли телейпе 85 çула та йышпа кĕтсе илер, район аталанăвне пичет урлă çутатас ĕçе тивĕçлĕ тỹпе хывар.

А. АСТРАХАНЦЕВА, пай редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика