АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Прививка туманнисене йывăртарах

14 февраля 2015 г.

 ХĔЛ кунĕсем вылянчăк кăмăллă пулни уйрăмах организма пысăк витĕм кỹрет. Шăпах çакнашкал условисенче грипп е ОРВИ чирĕсем çынсене ураран ỹкереççĕ те. Хальхи вăхăтра тĕп хуламăрта çак чирсем сарăлнипе хăш-пĕр шкула вăхăтлăха карантина хупнине те калаççĕ. Апла пулсан вĕсенче çак амаксен инфекцине çаклатнисем 25 _ 30 процентран та иртнĕ.

Ку таранччен пирĕн районта çак сăлтавпа вĕренỹ учрежденийĕсене ĕçлеме чарни пулман. Районти тĕп больницăн инфекци уйрăмĕн заведующийĕ А. Чернова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнере "ОРВИ" диагнозпа 36 çын тухтăрсем патне çакланнă. Вĕсен хушшинче шкул ачисем те, аслисем те пур. Хальлĕхе грипп Патăрьелсене парăнтарайман-ха. "Анчах та çакă савăнмалли сăлтавах мар, сунас, ỹслĕк палли пулсан, температура хăпарсан тỹрех тухтăрсем патне килмелле, хамăр тĕллĕн сипленмелле мар",_ терĕ кун пирки Антонина Валерьевна.

Сăмах май çакна та каласа хăвармалла. Сывлăш урлă вирус çаклатакансем пурте прививкăран пăрăнакансем иккен.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика