14 февраля 2015 г.
Пĕрре пăхсан вĕсем ытти çынсенчен нимĕнпе те уйрăлса тăмаççĕ: калаçаççĕ, шỹтлеççĕ, кулаççĕ. Анчах салтакри аса илĕвĕсене итлесе ларсан пĕр шăнтать, пĕр тарлаттарать. Çап-çамрăксерсем, нумайăшĕ килĕштернĕ хĕрне çупăрличченех пăшал тытнă, терт-нушине çителĕклех курнă. Патăрьелĕнче пурăнакан В. Красновпа С. Раськин(сăн ỹкерчĕкре) салтакри сăн ỹкерчĕксен альбомĕсене пăхса ларнă чухне тепĕр хут туллă-сăртлă çĕр-шыва çитрĕç.
Афганистан... Миçе каччăн пурнăçĕ душмансене хирĕç çапăçса çамрăклах татăлчĕ-ши? Цинк тупăкпа ывăлĕсене кĕтсе илнĕ ашшĕ-амăшĕн çỹçĕ вăхăтсăр кăвакарчĕ-ши? Хăш-пĕр салтакăн паян та шăпи паллă мар: те сывă, те... Çывăх çыннисем çеç вĕсене куллен кĕтеççĕ, Турăран тăван тăрăха тĕрĕс-тĕкел çавăрса килме ыйтаççĕ. Чĕрĕ-сывă таврăннисен те чĕрисенче паян та суранĕсем пирчеймеççĕ-çке! Ахальтен-им тĕлĕкĕсенче те юлташĕсемпе пĕрле, юнашар.
_ Юлашки вăхăтра яланах пĕр тĕлĕк куратăп: Афганистанра, тусем çинче пек, часах çапăçу пуçланмалла, ман йĕри-тавра салтаксем. Пурте çамрăк, эпĕ çеç вĕсенчен аслăрах, _ тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне ĕнерхи салтак-афганец В. Краснов. Владимир Васильевич каласа панине итлесе ларнăçем чун ыратрĕ. Чăннипех те салтаксем аш арманĕ витĕр тухнă-çке. Мĕнле чăтнă-ши, тỹснĕ-ши 18-20 çулти каччăсем?
1978 çулхи октябрь уйăхĕнче В. Краснова ашшĕпе амăшĕ, тăванĕсем çу çулĕпе кайса сĕт çулĕпе таврăнса килме сунса салтака ăсатнă. Патăрьел каччи Оренбург облаçĕнче вырнаçнă çар чаçне лекнĕ. Хĕсмете кайиччен ГАЗ-51 автомашина рульне алăран яманнине пĕлсен ăна Урал шанса панă. Хăватлă техникăпа вăл çулталăк çỹренĕ.
Йĕкĕреш пек пĕр пек кунсем пĕрин хыççăн тепри шунă. Çамрăксем киле каймалли вăхăта чăтăмсăррăн кĕтнĕ. Анчах салтак пурнăçĕ вĕсем валли чăн-чăн тĕрĕслев хатĕрленĕ.
1979 çулхи декабрĕн 12-мĕшĕнче Политбюро канашĕнче Совет çарĕсене Афганистана кĕртме йышăнаççĕ. Çак уйăхрах пирĕн салтаксене ют çĕр-шыв территорине каçараççĕ. Патăрьел каччине те юлташĕсемпе пĕрле 1980 çулхи январь уйăхĕнче моджахедсене хирĕç çапăçма илсе каяççĕ. _ Пире чи малтан Узбекистанри Термез хулинчи çар чаçне илсе çитерчĕç. Кунтах пĕрремĕш хут БТР куртăм. Хам унпа çỹреме пĕлменнине каласан та çак техникăна манах шанса пачĕç. Термезран Афганистанри Кабул хулине çитичченех унпа кайрăм. Чылайăшĕ ятарласа вĕ-реннĕ пулсан та моторĕсене шаккаттарчĕç. Вĕсене те хамăнах сĕтĕрсе килме тиврĕ. Тепĕр икĕ кунтанах пире колоннăпа заданине _ десантниксене пулăшма _ ячĕç. Виçĕ куна валли типĕ апат пачĕç. Эпир вара виçĕ уйăх пултăмăр. Киле те хамăр ăçтине пĕлтерсе пĕр хыпар та яман. Тĕрĕссипе, пирĕн адрес та пулман, _ терĕ те Владимир Васильевич пĕр самантлăха шăпланчĕ.
Аса илỹ унăн чунне ыраттарни куçĕнченех курăнчĕ. Ытла та йывăр тата ĕмĕр асра юлмалли çул пулнă вăл. Малтанхи кунсенчех душмансем колоннăри пĕр техникăна сирпĕтнĕ. Пурин куçĕ умĕнче вăл çулăм ăшне путнă, 7 каччăн пурнăçĕ татăлнă. Вĕсенчен нимĕн те тăрса юлман. Малалла та чăрмавсем çителĕклех пулнă. Моджахедсем пирĕн салтаксем валли "парнесем" хатĕрлесех тăнă, тусем çинче çапăçакан десантниксем вара пĕр вĕçĕм хăвăртрах килме, хăйсене пулăшма ыйтнă.
_ Кăшт каярах пулсан та палăртнă çĕре çитрĕмĕр. Йĕри-тавра пирĕнпе пĕр çулти ачасен ỹчĕсем выртаççĕ. Душмансем вĕсене йăлтах хывăнтарнă, тельняшкисене çеç тăратса хăварнă. Кунпа кăна çырлахман _ пĕринне хăлхине, тепринне сăмсине е тата мĕн те пулин касса илнĕ. Курсанах чĕре çурăлассăн туйăнчĕ. Çакăн хыççăн чунра та улшăну пулчĕ, хамăр салтаксемшĕн тавăрас шухăш çуралчĕ. Час-часах: "Вĕсем мĕнле _ эпир те çапла", _ теттĕмĕр, _ тет В. Краснов.
Сăмах çăмхи сỹтĕлнĕ май Владимир Васильевич хăйĕнпе пĕрремĕш çапăçăва хутшăннă, виçĕ уйăх пурри-çуккине пайланă, шỹтлеме юратнă сержанта та манайманнине пĕлтерчĕ. Иккĕшĕ те пĕр кунта, пĕр çулта çуралнăран та ăна асра тытать. Июлĕн 1-мĕшĕнче тăшман гранотомечĕ каччăн пурнăçне вăхăтсăр татнă. Июлĕн 9-мĕшĕнче вăл 20 тултармалла пулнă...
Патăрьел йĕкĕчĕ хăй те вилĕмпе пĕрре кăна мар куçа-куçăн тăнă. Юлашкинчен шăпах килне таврăнма шутлă кунсем юлсан, сентябрĕн 13-мĕшĕнче, Владимир Васильевич тытса пыракан БТР-а душмансем гранотометран пенĕ. Унпа пĕрле пыракансем пурте аманнă, пĕр вăл çеç тĕрĕс-тĕкел юлнă.
_ Хăть ăçта кайсан та эпир яланах колоннăпа çỹренĕ. Ун чухне те çулĕ çывăх тесе, те урăх сăлтавпа, эп çỹрекен техникăна çеç ячĕç. Кăшт кайсанах душмансем пеме пуçларĕç. Эпир хирĕç ăшалантарса илнĕ хыççăн шăпланчĕç. Пĕр БТР кăна чухне моджахедсем пур салтака та вĕлерсе пĕтермесĕр лăпланмастчĕç, хальхинче вара тĕкĕнмерĕç. Хăйсем те сахалăн çеç пулнă-ши? Турри те яланах юнашар çỹренĕ, инкек-синкекрен сыхланă пуль, _ терĕ шăппăн кăна В. Краснов.
Тăван тăрăха каялла салтак 1980 çулхи декабрь уйăхĕнче çаврăнса çитнĕ. Çĕр-шыв хỹтĕлевçине тăванĕсем ăшшăн кĕтсе илнĕ. Пурте йĕркеллĕ, лайăх, савăнса çеç пурăнмалла пек, апла пулин те службăра тăракан юлташĕсенчен çыру илмессерен çамрăкăн чĕри çулăмсăр çуннă. Афган вăрçин хаярлăхне курма ĕлкĕрнĕскер кашни çапăçура кам та пулин ĕмĕрлĕхех куçне хупасса питĕ лайăх пĕлнĕ.
Чи лайăх сиплевçĕ вăхăт, теççĕ. Владимир Васильевич та çакна çирĕплетет. Паян вăл мăшăрĕпе тата ачисемпе, мăнукĕсемпе савăнать.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)