14 февраля 2015 г.
ЧР Патшалăх Канашĕн черетлĕ 28-мĕш сессийĕнче депутатсем икĕ теçеткене яхăн ыйтăва пăхса тухрĕç. Кун йĕркинче _ саккунсене кĕртмелли улшăнусем, шалти ĕçсен министрĕн отчечĕ тата ыт. те.
Малтанах Юрий Попов спикер парламентăн пĕл-тĕрхи ĕçне кĕскен пĕтĕмлетрĕ. Депутатсем юлашки редакципе 101 саккун йышăннă, 3 парламент тата 2 халăх итлевне, çавра сĕтел ирттернĕ. Федерацин 3 саккунне йышăнмалли пуçару тунă. Юрий Алексеевич шухăшĕпе _ РФ Президенчĕн май уйăхĕнчи указĕсене пурнăçласа республикăра пĕлтĕр 15 ача садне (пĕтĕмпе 860 млн тенкĕлĕх) хута янинче те парламентарисен тỹпи пур. Çавна май паян 1,5-6 çулсенчи ачасен 80,6 проценчĕ садиксене çỹрет. Чăваш Ен иртнĕ çул 554 пин тонна тĕш-тырă пухса кĕртнĕ _ виçĕм çулхипе танлаштарсан 140 процент. Кашни гектартан _ 21 центнер. Аш-какай туса илесси ỹснĕ, кашни çын пуçне хута янă пурăнмалли çурт-йĕр лаптăкĕпе республика Атăлçи округĕнче мала тухнă.
Умри тĕллевсем пирки каланă май ПК Председателĕ 2015 çулта Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарассине, Раççей _ Литература, Чăваш Ен К.В. Иванов çулталăкне паллă тунине асăнчĕ те _ паллах, çакă парламентарисен ĕçне те витĕм кỹрĕ. Çĕнтерỹ тенĕрен, СССР фашистсене аркатассинче тĕп тỹпе хывни пирки иккĕленекенсем пуç çĕклени куç кĕрет. Çавăнпа Владимир Путин Президент та, авă, "вăрçă чăнлăхне" хỹтĕлеме чĕнсе каларĕ. Эппин, депутатсен те айккинче тăмалла мар, парламент спикерĕ кашнинчех ачасемпе, çамрăксемпе курнăçса паттăрлăх урокĕсем ирттерме сĕнчĕ.
Кун йĕркинчи ыйтусене тишкерес умĕнхи тепĕр самант пирки те каламалла. Юрий Попов пĕлтернĕ тăрăх _ "Пĕрлĕхлĕ Раççей" фракци депутатăн пушă мандатне Валерий Андреева, коопераци институчĕн ректорне, пама йышăннă. Патшалăх Канашĕнче вăл çĕнĕ çын мар, çапах Валерий Витальевичшăн февралĕн 10-мĕшĕ парламента таврăнса каллех унта ĕçлеме тытăннă пирвайхи кун пулчĕ темелле. Вăл Ирина Калентьева аллинче пулнă мандата илчĕ.
Саккунсемпе çыхăннă улшăнусемпе юстици министрĕ Надежда Прокопьева паллаштарчĕ.
Нумай хваттерлĕ çуртсен пĕрлехи пурлăхне тĕпрен юсассине йĕркелемелли саккуна улшăнусем кĕртесси пирки Строймин ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Александр Герасимов калаçрĕ.
Сессире суту-илỹ пасарĕсем, хаксене патшалăх енчен йĕркелесе пырасси, урăммăн сыхлакан çут çанталăк территорийĕсем, миравай судьясем çинчен калакан тата ытти саккуна кĕртмелли улшăнусене ырларĕç, Шалти ĕçсен министерствин, ШĔМĕн транспорт çинчи Чăваш лини пайĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ çинчен тунă отчетсене, ЧР Çын прависемпе ĕçлекен уполномоченнăйăн психиатри стационарсенчи граждансен прависене уяни пирки тунă ятарлă докладне итлерĕç, ытти ыйтăва пăхса тухрĕç.
"Хыпар" хаçатран кĕскетсе пичетленĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)