АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Санпа пĕрле пĕр самана, пĕр тапхăр кайрĕ

14 февраля 2015 г.

ШУТЛĂ вăхăт хăвăрт иртет. Пирĕнтен хисеплĕ редакторăмăр С. Перепелкин яланлăхах уйрăлса кайни те 40 кун çитрĕ. Анчах вăл текех пирĕнпе юнашар маррине ĕненес килмест: халь-халь кабинет алăкне уçса кĕрессĕн, шỹтлессĕн туйăнать. Çавăн пекех пире Святослав Алексеевичăн канашĕсем, сĕнĕвĕсем çитменни те сисĕнет. Кашни çынпа пĕр чĕлхе тупма, савăнăçпа хуйха çурмалла пайлама, çынна ăнланма пĕлетчĕ. Ĕмĕчĕсем пысăкчĕ, шухăшĕсем анлăччĕ... Шел, пурнăçланаймарĕç. Хăрушă чир ытла та ир, вăхăтсăр илсе кайрĕ.

Святослав Алексеевич, сирĕн çутă сăнарăр, ăшă кăмăлăр яланах пирĕн чĕресенче упранĕ. Йывăр тăпрăр çăмăл пултăр, чунăр канлĕх туптăр.

"Авангард" хаçат редакцийĕн коллективĕ.

Кăрлачăн 2-мĕш кунĕнче Чĕмпĕрте пурăнакан юлташăм шăнкăравларĕ. Çĕнĕ çул саламĕпе пĕрлех синкерлĕ хыпар пĕлтерчĕ вăл: "Ĕнер Слава Перепелкин вилнĕ".

Чăваш патшалăх университетĕнче пĕр курсра вĕреннĕ юлташăм пурнăçран уйрăлнă тени чуна пушатса хăварчĕ, сисмесĕрех пуçра аса илỹ саманчĕсем мĕлтлетме тытăнчĕç: пĕр кил пек туйăннă 6-мĕш общежити, пĕрле çỹренисем, В. Митта калашле "шухă та шухăшсăр" çамрăклăх... Çав аса илỹсем ырă туйăмсем хускатса чуна кăштах лăплантарчĕç пулсан та, хурлăхлă пулчĕç. Ĕнер анчах пулса иртнĕн туйăнчĕç çав самантсем.

Ĕмĕтлĕ, тĕллевлĕ, тăрăшуллă та ĕçлĕ çынччĕ Слава. Журналист пулас ĕмĕтпе пурăнатчĕ вăл, çав тĕллевпех вĕренетчĕ те. Питĕ шел çаксене иртнĕ вăхăтра çырма.

1987 çулта эпир унпа Патăрьел районĕн "Авангард" хаçат редакцийĕнче практикăра пултăмăр. Çавăн чухнех курса ĕненнĕччĕ эпĕ Слава журналистăн çăмăл мар ĕçне чунпа юратса та ăспа ăнкарса суйласа илнине, çырас ăсталăха ỹстерессишĕн вăхăтне шеллемесĕр тăрăшнине. Ĕçтеше халалласа сăвă та çуралнăччĕ.

Ан пăрăн, журналист, çулран,

Çулу сан такăр мар.

Ут пурнăç таппипе пĕр тан,

Сирпĕнтерсе кăвар.

Утас çулу инçе-инçе,

Ан тутăхтăр перу.

Район хаçат редакцинче

Сунаççĕ ăнăçу.

Чĕресенче хĕмленчĕ вут.

Тавах редактора.

Паян эпир пĕрремĕш хут

Командировкăра.

Перестройка саманинче республика тулашĕнче чăваш класĕсем чылай уçăлчĕç. Наци аталанăвĕн чĕрĕлĕх тапхăрĕ пек пулчĕ çав вăхăт. Шкулсенче чăваш чĕлхи учителĕсем çитменнипе пире, 1990 çулта Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнчен вĕренсе тухнисене, çав шутра пулас журналистсене те, шкула кайма хистерĕç. "Манăн хамăн специальноçпа хаçатрах ĕçлес килет", _ хирĕçленĕччĕ ун чухне С. Перепелкин деканатра.

Шăпамăр кĕнекине кăмăлпа хамăр çеç мар, самана хушăвĕпе те çыратпăр çав. Пурнăçра çитмĕл пăрăнăç тенĕн, Слава тусăм та чылай вăхăт юратнă ĕçĕнче вăй хураймарĕ. Тăван ялĕнче шкулта вăй хучĕç вĕсем мăшăрĕпе Елена Сафроновнăпа. Хĕр пăхса çитĕнтерчĕç. Кĕске пурнăçĕн юлашки çулĕсене çеç Святослав Алексеевич хăйĕн юратнă ĕçĕпе çыхăнтарчĕ, виçĕ çул ытларах "Авангард" хаçат редакторĕнче вăй хучĕ. Хăйне шеллемесĕр тăрăшрĕ вăл яваплă ĕçре. Яваплăх шухăшсемсĕр пулмасть. Шухăш вара çын ĕмĕрне кĕскетет теççĕ. Кăрлачăн 17-мĕшĕнче 49 çул тултармаллаччĕ Слава...

Кăрлачăн 3-мĕшĕнче пытартăмăр юлташăмăра. Инçетрисене те, çывăхрисене те пуçтарчĕ Анат Туçа масарĕ. Çук, масар çыннăн чунне лăплантараймасть, кунти шăплăх салхулăхпа хурлăха сиреймест, куççуле те чараймасть ывăç тăпри. Ашшĕпе, тăванĕсемпе юнашар ĕмĕрлĕх вырăн тупрĕ юлташăмăр. "Ашшĕ-амăшĕпе пĕр масарта выртакан телейлĕ", _ тенĕччĕ В. Митта...

Кăмăлĕ ырăччĕ Славăн. Пĕрле вĕреннĕ вăхăтра вăл кампа та пулин вăрçăннине, кама-тăр кỹрентернине ас тумастăп. Ютчĕ уншăн унашкал киревсĕрлĕх. Кайран та вăл хăй ирĕкĕпе никама та усал сунман пуль. Пулăшу ыйтакан енне вара нихăçан та кутăн çаврăнса тăман, алă тăсса панă.

Хаваслă чунлă, кулянма та кỹренме пĕлмен, малашлăха шанăçпа пăхакан яштака та çỹллĕ каччă сăнарĕ тухса тăрать куç умне Слава Перепелкин тесен. Çав сăнар чуна ăшăтать, яшлăх çулĕсем патне каялла тавăрса ытарайми аса илỹ çуратать, пурнăçа юратса малалла утма хистет. Эпĕ çеç мар, ЧПУн историпе филологи факультетĕнче пĕрле вĕреннĕ юлташсем те, ыттисем те çавнах калама пултараççĕ. Ун пирки пĕрре те иккĕленместĕп.

Пуçа шăнăçаймасть Слава Перепелкин çĕр çинче текех çук тени. Тăпру çăмăл пултăр, тусăмăр. Санăн çутă сăнару пирĕн асрах пулĕ.

Пĕрле вĕреннĕ юлташĕсен ячĕпе Петр СЕМЕНОВ.

Святослав Перепелкина _ "Авангард" хаçат редакторне асăнса

Кун-çул ылмашăвĕн хăйĕн саккунĕсем,

Вăл пăхăнать пĕр унăн çирĕп йĕркине:

Шутлă, виçеллĕ этемĕн пурнăç кунĕсем, _

Ăса илмест никам та çакна сывă чухне.

Çапла пуль те, анчах, ах, çав анчах...

Ма пур-ши вăл сăмах хушшийĕнче?

Кĕтмен, ним шутламан çĕртен пачах

Ялан пекех йывăр хыпар ун çумĕнче...

Уçă, çутă чунлă, маттур тата хастар,

Ăшă йăл кулăллă, ыр кăмăллă,

сăпайлă Слава Перепелкин халь пирĕнпе мар...

Шăпа пайларĕ çапла хăй майлă.

Ыттисенчен малтан ыр çынсене ялан

Чĕнсе илет йыхравласа çỹлти тĕнче.

Тăван çĕр тỹпинчи çутă çăлтăрун сан

Хăватлă вăйă хумĕ-шевли чĕресенче.

Паха тупра эс хыврăн халăх ăс-пурлăхне,

Чăваш тĕнчишĕн вăл пĕчĕкех мар тỹпе.

Пиллетĕрех сана ыр канăçлăхне,

Сатурлăхна, сапăрлăхна кура çỹлти тỹпе!

Валерий ПИТРАВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика