14 февраля 2015 г.
Статистика кăтартăвĕсемпе çулталăкра Раççейри çулсем çинчи аварисенче 20 пине яхăн çын вилет, пин-пин çын аманать, чылайăшĕ ĕмĕрлĕх сусăр юлать. Чуна пăлхантаракан çакнашкал пысăк кăтарту никамран та мар, ытларах хамăртан, çула тухакан йĕркене çирĕп пăхăнманран, ку тĕлĕшпе пирĕн культура шайĕ çителĕклĕ пулманран килет. Çакна районти ГИБДД уйрăмĕн иртнĕ çулхи оперативлă служба ĕçĕн пĕтĕмлетĕвĕ те çирĕплетет. 2014 çулхи ĕç итогĕсем пире маларах тунă йăнăшсене шута илме, çул çинче пулакан пăтăрмахсене пĕтерме, аварисен шутне чакарма тата çынсен ăнланулăхне ỹстерме хистеççĕ.
Патăрьел тата Шăмăршă районĕсене тивĕçтерсе тăракан çул-йĕр инспекцийĕн отчетĕнчен çакна палăртса каламалла. Пĕтĕмĕшле илсен, иртнĕ çул маларахрипе танлаштарсан аварисен йышĕ 2,9 процент сахалланнă. Анчах та çав вăхăтрах пирĕн районта вăл 6,5 процент ỹснĕ: 2013 çулта 46 авари пулнă, 2014-мĕшĕнче вара инкексен шучĕ 49ра çитнĕ. Вĕсен сăлтавĕсем тĕрлĕрен. Çул-йĕр инспекторĕсем ỹсĕр водительсем йĕркене пăхăнманнипе çыхăннă протоколсем сахал мар çырнă. Çак сăлтавпа пĕлтĕр 12 пуçтахăн удостоверенипе 1,5 _ 2 çуллăха сыв пуллашма тивнĕ. Унсăр пуçне кашниех çемье бюджетĕнчен штраф тỹленĕ. Ытти сăлтавсенчен çуран пыракансем çул-йĕр правилине ним вырăнне те хумасăр пăхăнманнипе тăватă, ачасем хутшăннипе пулнă пилĕк аварие шута илнĕ. Çиçĕмле хăвăртлăхпа çỹрекенсене те тытса чарнă. Тăватă "Шумахерăн" гаишниксен умĕнче тỹрре тухма сăлтавĕ те пулман, ун пек чухне аякранах хăвăртлăха çыракан радар кăтартăвĕ никама та улталама памĕ.
Чылай чухне çул çинче автомашинăпа пулакан аварисен сăлтавне водителĕн ку енĕпе пысăк хăнăху пулманнипе те çыхăнтарма тивет. Кирек мĕнле пулсан та пысăк опытлă çул çỹревçĕ тĕрлĕрен йывăрлăхран çăмăллăн тухать темелле. Телее, иртнĕ çул вара виçĕ çултан каярах стажлă водительсем аварилле лару-тăру туса хуни нумай мар. Виçĕм çулхипе танлаштарсан вăл 43 процент сахалтарах та. Çав вăхăтрах çул-йĕре пăхса, тирпейлесе тăракан службăсен айăпĕпе пĕр автомашина тепринпе пырса çапăннă е çул çинчи чăрмава пула канава чăмнă тĕс-лĕхсем икĕ хут ытла та ỹснĕ! Кунта çакна та палăртса хăвармалла. Пирĕн Патăрьел район территоринче çеç халăх усă куракан автоçул 243 çухрăм тăсăлать. Вĕсенчен 19-шĕ федерци шайĕнче, 82-шĕ республика пĕлтерĕшли, 142-шĕ вара вырăнти муниципалитет çинче. Паянхи куна районти мĕн пур яла асфальт çул çыхăнтарать. Çакă, паллах, обществăлла транспорта çеç мар, уйрăм çынсене тĕрлĕрен техникăпа тухса çỹреме меллĕ, ансат, кăмăллă та. Анчах кирек мĕнле япалана та вăхăтра тирпейлесе, пăхса тăмасан, вăл çĕмĕрĕлет, юрăхсăра тухать. Автоçул та çавах. Иртнĕ çул çеç эпир районти çулсене тĕрĕслесе тухса должноçри яваплă çынсене 60 предписани çырнă. Кун валли сăлтавĕ те çук мар, мĕншĕн тесен шута илнĕ аварисенчен саккăрăшĕ шăпах çул юсавсăр пулнипе çыхăннă. Апла пулсан авари тума хамăрах пулăшнă тесен те çылăх мар.
ГИБДД сотрудникĕсем хăйсен тивĕçне тỹрреммĕн пурнăçланисĕр пуçне преступлени тăвакансемпе кĕрешес, обществăлла йĕркелĕхе сыхлас тĕлĕшпе те нумай ĕç тăваççĕ. Пĕлтĕр çеç пирĕн гаишниксем явăçнипе 11 преступление уçса панă, унсăр пуçне административлă право йĕркине пăсакансене те чылай тытнă.
Тепĕр шухăша та палăртса хăварасшăн. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырура халăх пурăнакан вырăнсенчи урамри çулсем япăх шайра пулнишĕн граждансем пĕр хутчен мар ỹпкелешнине каларĕ. Паян чăнах та вăл çивĕч ыйту темелле. Çакă чăн малтан водительсемпе çуран çỹрекенсен хăрушсăрлăхне палăрмаллах ỹстерет. Каçхине вара пушшех те, мĕншĕн тесен чылай ялсенчи урамсенче çутă та çителĕксĕр. Урăхла каласан, çул çинчи йĕркешĕн, тирпейшĕн, çав вăхăтрах культурăшăн та гаишниксен çеç мар, вырăнти влаçăн та, уйрăм яваплă çынсен те пĕрле тăрăшни кирлĕ. Çавăн чухне çеç аварисен шучĕ те чакĕ, хăйсен çывăх çынни сарăмсăр ĕмĕрлĕх куçне хупнăшăн татăлса йĕрекенсем те сахалланĕç.
А. ПЕТРОВ, районти ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)