АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çын мĕнле сăлтавпа преступлени тăвать

14 февраля 2015 г.

 Çак ыйту çине пĕр сăмахпа хуравлаймăн та. Саккун умĕнче çеç мар, Турă умĕнче те айăпа кĕрекенĕн вара çакăн валли çĕр сăлтав та тупăнма пултарать _ мĕс-кĕн те çителĕксĕр пурнăçран пуçласа ертỹçĕ "рольне" хăй пайтишĕн усă курни таранах. Вĕсен хушшинче те хура ĕçĕн йỹпписем пайтах: ют пурлăха вăрлани, тĕрлĕрен хулиганла ĕçсем туни, вăрă-хурахла тапăнни, тĕрлĕрен сăлтавпа çын вĕлерни тата ытти те. Саккунлăх хуралĕнче тăрăшакансемшĕн çулталăкри 365 кун епле явап-лă иккенни каламасăрах паллă. Урăхла каласан, вырăнти халăхăн тăнăçлăхĕпе лăпкăлăхĕшĕн район полицийĕн сотрудникĕсен сахал мар тимлеме тивет. 2014 çулта район полицийĕн ĕçĕ-хĕлĕ мĕнлерех пулăмсемпе çырăнса юлнă-ши? Право йĕркине халăха çитерес тĕлĕшпе мĕнлерех çĕнĕлĕхсем пур? Çак тата ытти ыйтусемпе кĕскен паллаштарчĕ те вулакансене район полицийĕн начальникĕ, полици подполковникĕ А. Фомин.

_ Пĕтĕмĕшле илсен мĕн пур преступлени пурнăç пулăмĕпе çыхăннă. Çавăнпа та пакунлисен аллине çакланакансенчен ытларахăшĕ ниçта та ĕç-лемеççĕ, маларах та суд сакки çине ларнă е тата хаяр шĕвек серепине лекнĕ. Урăхла каласан, вĕсен çемье тупăшĕ те çук, малашлăхĕ те тĕтреллĕ. Иртнĕ çулхи преступленисене илес пулсан та маларах судпа айăпланнă çынсем тепĕр хут çав йăнăша тунă ĕçсем 7,5 процент ỹсни те çакнах çирĕплетет. Тепĕр сăлтав пирки те "чан" çапни вырăнлă. Шута илнĕ кашни иккĕмĕш преступлени ỹсĕрле тунăскерсем. Çак ушкăнрисем те маларахри çулхинчен ытларах пулни пирĕн умри тĕллевсене тата çивĕчлетет: халăхпа тĕл пулса калаçассине вăйлатмалла, профилактика ĕçне çивĕчлетмелле, вырăнти влаç органĕсемпе, депутатсемпе, ытти общество хастарĕсемпе пĕрле тăрăшмалла, сывă пурнăç йĕркине пропагандăлассине тĕпе хумалла.

2014 çулта районти шалти ĕçсен пайне пулса иртнĕ ĕç пирки 3474 çырупа хыпар кĕнĕ. Çулталăк тăрш-шĕпе 402 преступление шута илнĕ. 2013 çулхипе танлаштарсан 4,7 процент сахалтарах. Унăн тытăмне пăхас пулсан, ют пурлăха çаратасси _ чи пысăк пай (29,8 процент). Уйрăмах йывăр преступлени тăвассипе кăтарту ỹснĕ пулсан (250 процент), тапăнса çăмăлтарах тунă преступленисен йышĕ 6 процент чакнă.

Район полицийĕн сотрудникĕсем, участковăйсем урамсемпе обществăлла вырăнсенче йĕркене пăсакансем ан пулччăр тесе сахал мар сыхлаççĕ пулин те çав-çавах пĕтĕмĕшле йĕркене пăхăнман пуçтахсем тупăнсах тăраççĕ. Иртнĕ çул та вĕсен шучĕ палăрмаллах ỹсни пирĕн ĕçри яваплăха тата ытларах усă курма хистет. Ку тĕлĕшпе полицейскисене преступниксене тытма обществăлла вырăнсенче çирĕплетнĕ видеосăнавсем те пулăшаççĕ. "Безопасное муниципальное образование" программăпа килĕшỹллĕн пирĕн районта 11 камера вырнаçтарнă, "вăрттăн куç" пулăшнипе административлă право йĕркине пăснă 45 тĕслĕхе тупса палăртнă, çыннисене явап тыттарнă.

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика