14 февраля 2015 г.
Районти шалти ĕçсен пайĕн ĕçĕ-хĕлĕнчи çул-йĕрсенчен пĕри - наркотиксемпе тата ăс-тăна, психикăна улăштаракан, сывлăха хавшатакан ытти веществосемпе сутă тăвакансене, усă куракансене тытса чарасси, çавнашкал хура ĕçсене çиеле кăларасси. Иртнĕ çул çакăн евĕр сăлтавпа полицейскисем виçĕ тĕслĕх тупса палăртнă, вĕсене пурне те уçса панă. Çулталăк тăршшĕпе наркотикпа минренĕ хыççăн тунă преступленисем пулман.
Вулакансене çакна та асăрхаттарса хăварасшăн. Наркотикпа вилĕм _ пĕр тăвансем. "Наркомани" сăмах грек чĕлхинчен куçарсан "ухмахланни, тĕлленни, иленни" тенине пĕлтерет. Вăл питĕ хăвăрт аталанакан хăрушă чир. Çын наркотик хатĕрĕпе пĕртен-пĕрре усă курсан та унăн тыткăнне çакланма пултарать. Раççейре героинпа усă курнă тĕслĕхсем нумайланни обществăшăн пысăк хăрушлăх кăларса тăратать. Официаллă статистика тăрăх, çĕр-шывра наркомансен хисепĕ 2 миллионран та иртнĕ. Наркотиксемпе усă курнине контроллесе тăракан Федераци службин кăтартăвĕсем тăрăх, кашни кунах Раççейре наркотиксемпе наркăмăшланса вăтамран 80 çын вилет, 250 çын ытла наркотиксен тыткăнне çакланать. Право йĕркине сыхлакан органсем кашни талăкрах 10 килограмм ытла героин туртса илеççĕ. Çакă вара 2 миллион çынна наркотикпе усă курасран хăтарать.
Наркомансен пысăк пайĕ _ çамрăксем. Унăн тыткăнне çакланнăскерсем, вĕсем çап-çамрăклах йывăр асапланса вилеççĕ. Çавăнпа та сывă пурнăç йĕркине тытса пыни, спортпа интересленни, пушă вăхăта усăллă ирттерни çеç çынна телейлĕ тăвĕ.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)