АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Айăплава тивĕçлĕ пурнăçлани _ ỹкĕннипе танах

14 февраля 2015 г.

 "Федерацин Чăваш Республикинчи айăплава пурнăçлакан службин управленийĕн уголовлă ĕçе пурнăçлакан инспекцийĕ" районти филиалĕ тĕрлĕрен сăлтавпа саккун умĕнче преступлени тунисене обществăран уйăрмасăр тỹрленме, тĕрĕс çул çине тăма пулăшать. Пĕлтĕр районти УИИ сотрудникĕсен "али" витĕр 166 çын тухнă. Вăл шутра çул çитмен икĕ ача ячĕ те пур. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне учетра суд сакки витĕр тухнă 58 çын пулнă. Вĕсенчен виççĕшне хăйсен ĕçĕнчен хăтарнă, улттăшне обязательнăй майпа ĕçлеме, 16-шне ĕçлесе юсанма янă. Вĕсен хушшинчех условнăй айăпланисем те, ирĕкрен хăтарнисем те пур.

Айăплава кĕнисемпе юнашарах хăйсен йăнăшĕсене вăхăтра тỹрлетсе йĕркене кĕнисем те пур. Сăмахран, çичĕ çынна срокĕ çитмесĕрех учетран кăларнă. Çав вăхăтрах айăплав вăхăтĕнче хăйсен çăмăлттайлăхĕпе тепĕр преступлени тунă тĕслĕхсем те пур. Иртнĕ çул çакнашкал тăватă çынна тепĕр хут федерацин айăплава пурнăçлакан службăна шута илнĕ. Айăплава кĕнисемпе профилактика ирттерес, вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшас тĕллевпе районти йĕрке хуралĕн сотрудникĕсемпе ятарласа "Условник" рейд ирттересси те ырă йăлара. Çынпа вырăна тухса куçа-куçăн калаçни, унăн проблемисене тишкерни çынна пысăк витĕм кỹрет çеç мар, хăйĕн йăнăшне туйса илме те пулăшать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика