АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăварни çуни начар ан пултăр

18 февраля 2015 г.

Пар ут кỹлмесĕрех ан ирттĕр ВЫРСАРНИ КУН Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн паллă праçниксенчен пĕри _ Аслă Çăварни _ эрни пуçланчĕ. 20 - 30 çул каялла пирĕн атте-аннесем, кукамай-кукаçисем çак кунхине çу çинче çатăртаттарса пĕçернĕ икерчине çинипе çеç лăпланса ларман: лаша кỹлсе çунине капăрлатнă, урхамахне "тумлантарнă" та э-эх! кайнă вара ял-ял тăрăх катаччи чупма! Таçтан аякран илтĕнекен йĕс шăнкăрав сасси пурин чунĕсенче те çуркунне туйăмне çуратнах-тăр... Ара, çак праçник шартлама хĕл кунĕсене ăсатса Çурпикене кĕтсе илнипе те çыхăннă-çке. Паян вара эсир пар ут кỹлнĕ ямшăкĕ хăйĕн чиперккисемпе Çăварни юррине шăрантарса юрланине асăрханă-и? Курнă пулсан та питĕ сахал-тăр. Ырă-йăла йĕркесем манăçса пыни, паллах, кулянтарать те, шухăшлаттарать те...

Сăмах май каласан, Çăварни çак эрне тăрăшшĕпех тăсăлать. Апла пулсан, Аслă типпе кĕриччен (вăл февралĕн 23-мĕшĕнче пуçланать) ĕлĕкхи йăла-мешехене аса илме те пулать-ха... Кăмăлĕ çеç пултăр! Тата хастарĕсем тупăнччăр!

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика