18 февраля 2015 г.
ИРТНĔ эрнере Шупашкарта чăваш чĕлхипе литературин ытарлăхĕпе мăнаçланакансем, унпа кăсăкланакансем республикăри олимпиадăна пуçтарăннă. Ытти çулсенчи пекех унта Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи каччăсемпе хĕрсем те хутшăннă, 9 _ 11 класра вĕренекен вунă ача хăй пĕлĕвне тĕрĕсленĕ. Ăс-тăн тупăшăвĕн итогĕ те кăмăллă.
Вырăс шкулĕн программипе вĕренекенсенчен Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта 9-мĕш класра вĕренекен Данил Гавриловпа Ольга Туктанова (вĕрентекенĕ _ Н. А. Путякова) 48 конкурсант хушшинче призерсен йышне кĕме пултарнă. Чăваш шкулĕн программипе вĕренекенсем хушшинче вара Ыхра Çырминчи пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вăтам шкулти 11-мĕш класри Анжелика Портнова _ иккĕмĕш вырăнта (вĕрентекенĕ _ С. П. Кулакова), Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкулта 11 класра вĕренекен О. Митрофанова _ виççĕмĕш (вĕрентекенĕ _ Н. И. Павлова).
Çакна та палăртма кăмăллă: иртнĕ эрнере çеç пирĕн районтан республикăри олимпиадăсене хутшăннă вĕренекенсем тĕрлĕ предметсемпе вун тăхăр призлă вырăна çĕнсе илнĕ!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)