АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Старт илчĕ Литература çулталăкĕ

18 февраля 2015 г.

Февралĕн 12-мĕшĕнче районта Литература çулталăкĕ старт илчĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие Шăнкăртамри культура çуртĕнче ирттерчĕç. Унта литературăна юратакансем, вырăнти писательсемпе поэтсем, вырăс тата чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, библиотекарьсем, ял халăхĕ, шкул ачисем, вулавăшсене тăтăш çỹрекенсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Старт илчĕ Литература çулталăкĕ

Февралĕн 12-мĕшĕнче районта Литература çулталăкĕ старт илчĕ. Çак ятпа йĕркеленĕ мероприятие Шăнкăртамри культура çуртĕнче ирттерчĕç. Унта литературăна юратакансем, вырăнти писательсемпе поэтсем, вырăс тата чăваш чĕлхипе литература учителĕсем, библиотекарьсем, ял халăхĕ, шкул ачисем, вулавăшсене тăтăш çỹрекенсем, культура ĕçченĕсем хутшăнчĕç.

Уява килекенсене Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекен А. Пушкин сăнарĕпе кĕтсе илчĕ.

Литература çулталăкне уçнă май район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов сăмах илчĕ. Уявпа саламласа кăçал пирĕн масштаблă мероприятисемпе çеç çырлахмалла маррине, кăмăл-сипет пуянлăхне хăпартакан утăмсем те тумаллине палăртрĕ. Çав шута вĕренỹ, культура учрежденийĕсене модернизацилесси, чиркỹсемпе мечĕтсем тăвасси, кану вырăнĕсене лайăхлатасси, музейсене аталантарасси, çак отрасльте ĕçлекенсен статусне хăпартасси, кĕнеке вуласси патне çирĕп туйăмсем çуратасси тата ытти те кĕрет.

Кăмăл-сипет пуянлăхĕсене упрамалла пирĕн. Аслă ăрурисен чĕлхе ăсталăхне ăша хывмалла. Районтан тухнă çыравçăсен _ Г. Айхи, Ф. Бурнаш, В. Митта, В. Давыдов-Анатри, К. Латыпов, Р. Сарпи, А. Талвир, Юхма Мишши тата ыттисен пултарулăхĕпе савăнмалла.

Кăçалхи майăн 27-мĕшĕнче К. Ивановăн "Нарспи" поэми кун çути курнăранпа 125 çул çитет. Константин Васильевич историне поэт, драматург, куçаруçă, прозаик, фольклорист, чăваш совет литературине никĕслекен пулса кĕрсе юлчĕ. Унăн пултарулăхĕ тĕнче шайĕнче пулнине кура кăçалхи çула Республика Пуçлăхĕ М. Игнатьев К. Иванов çулталăкĕ тесе палăртрĕ. Кăçалах паллă академик, ỹнерçĕ, пирĕн ентеш А. Кокель çуралнăранпа 135 çул çитнине паллă тăвăпăр.

Литературăна пĕлмесĕр, калаçу культурине алла илмесĕр ăслă-тăнлă çын пулаймастăнах. Çавăнпа та кĕнеке вулама ачаран хăнăхмалла. Литература пĕлтерĕшне ỹстерес тесех кăçалхи выпускниксемпе патшалăхăн пĕрлĕхлĕ экзаменĕсем умĕн сочинени çырассине çĕнĕлĕхе кĕртрĕç.

Литература тата К. Иванов çулталăкĕнче ирттерме палăртнă мероприятисем нумай. Вăл шутра "Туслăх хĕлхемĕ" республика фестивалĕн районти тапхăрĕ, Айхи, Сарпи, М. Карягина вулавĕсем, чăваш чĕлхипе литература, тăван ен культури учителĕсен методика фестивалĕ, çавăн пекех литература каçĕсем, вунăкунлăхĕсем, писательсемпе, поэтсемпе тĕл пулусем тата ытти те. Унсăр пуçне "Кĕнекене _ больницăна", "Çулла кĕнекепе", "Библиокаç_2015", "Раççейĕн литература картти" проектсене те пурнăçа кĕртме палăртнă. "Çăкăр" музейра "Пирĕн ентешсен кĕнекисем", "2015 _ К. Иванов çулталăкĕ" кĕнеке выставкисем ĕçлĕç. "Çамрăк поэтсем", "Поэзи каçĕ" конкурссем пулĕç.

Культура учрежденийĕсенче те тĕрлĕ мероприяти иртĕ. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти вырăс чĕлхипе литература учителĕ, "2012_çулталăк учителĕ" район конкурс çĕнтерỹçи А. Майрина çын пурнăçĕнче литература пĕлтерĕшне, кĕнеке вулани çитĕнекен ăрăва та усалпа ырра уйăрма вĕрентнине, тăван тавралăха курма хăнăхтарнине каларĕ.

Литература уявĕн кĕрекинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительницине Л. Сорокинăна курма та кăмăллă пулчĕ. 35-мĕш çул педагогика анине сухалаканскер, ачасем валли пичетлесе кăларнă кĕнекисемпе паллаштарчĕ, хăй çырнă сăввисене вуларĕ.

Творчествăра сулмаклă утăмсем тăвакан Р. Гайфинăн та çырас ăсталăхĕ пысăк. Тĕрлĕ шайри хисепе тивĕç пулнă вăл. Зала пухăннисене Ыхра Çырми хастарĕ хăйĕн пултарулăхĕпе кĕскен паллаштарчĕ.

Çĕньялти вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литература учительници М. Мадюкова вара сăвăсем шăрçалама юратать. Тăван халăх культурине, истори эткерлĕхне сыхласа хăварас тĕлĕшпе сахал мар ĕçлет вăл. Çавăнпа та хăйĕн сăмахлăхĕнче вăл çитĕнекен ăрăвăн ăс-хакăлне ỹстерес ĕçре литература пĕлтерĕшĕ пысăк пулнине палăртрĕ.

Шăнкăртамри П. Салиховăн та литература каçалăкĕнчи çитĕнĕвĕ пысăк. Ял çинчен кĕнеке кăларнă вăл. Унăн вырăсла кăларăмĕ кун курасса та шанать. Литературăпа музыка композицийĕ вăхăтĕнче поэтсемпе писательсен сăввисене вуларĕç.

 

Паллă çынсен сăн ỹкерчĕкĕсене слайдсемпе кăтартрĕç.

Хирти Пикшикри халăх театрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалланă "Самант" сценка залра ларакансен куçĕсенче куççуль те кăларчĕ (Э. Камалетдинова, К. Вахитов, Д. Салахова вылярĕç).

Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти хĕрсемпе каччăсем "Полонез" ташлани, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В. Ширтанов романс юрлани савăнтармаллипех савăнтарчĕ.

Уявра "Евгения", "Биляр" ташă ушкăнĕсем, ирçесен "Умарина" тата "Шуçăм" халăх фольклор ансамблĕсем çепĕç юрăсем шăрантарчĕç. Тĕрлĕ чĕлхепе янăрарĕç чуна пырса тивекенскерсем сцена çинчен.

Концерта районти тĕп библиотекăри И. Гавриловапа Н. Ракова ертсе пычĕç.

Фойере "Юбилярсен кĕнекисем", "Районăн литература картти", "Писатель юбилярсем", "К. Иванов _ чăваш поэзийĕн çăлтăрĕ" кĕнеке выставкисем ĕçлерĕç. Юлашкинчен сцена çинче янăранă "Урхамахсем тăраç тапăртатса" юрă халăхсем хушшинчи тăванлăх, туслăх çирĕп пулнине тепĕр хут палăртрĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика