18 февраля 2015 г.
Тунти кун район администрацийĕн залĕнче райадминистрацин структура подразделенийĕсен, организаци, предприяти, учреждени ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе анлă канашлу иртрĕ. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, канашлăва ертсе пынă май, çĕнĕ çулта пурнăçлама ĕлкĕрнĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ, умра тăракан ыйтусене çивĕчлетрĕ.
Анлă канашлура хускатнă ыйтусенчен пĕри _ районта преступлени тăвассине чакарасси, тăнăç та лăпкă пурнăçшăн сыхă тăрасси. Кун йĕркине лартнă темăпа район полицийĕн начальникĕ А. Фомин паллаштарчĕ, ку тĕлĕшпе районта Шăнкăртам ял тăрăхĕнчен тĕслĕх илмеллине палăртрĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче чи пысăк ял шутланать пулин те, кунта паянхи кун преступленисен шучĕ сахал. Çакă чăн малтанах çемьере ватăпа çамрăк хушшинчи пысăк ăнлану, хисеп пулнине çирĕплетет. Ырă çимĕçрен вара лайăх вăрлăх пулатех.
Юлашки вăхăтра пирĕн районта çине-çинех пушар пулни, инкексенче çыннăн пурнăçĕ татăлни _ пысăк хуйхă, çухату, тăкак. Районти 26-мĕш пушар чаçĕн начальникĕ Н. Назаров та канашлура ячĕшĕн çеç сăмах каламарĕ. Хальхинче те ку тĕлĕшпе вырăнсенче пĕччен пурăнакан ватăсемпе, нумай ачаллă çемьесемпе тата ытисемпе те уйрăм калаçу ирттермеллине çивĕчлетрĕ.
Канашлурах районти демографи лару-тăрăвне тишкерчĕç, Литература çулталăкĕ вырăнсенче вăй илсе пынине палăртрĕç, спорт мероприятийĕсене пĕтĕмлетрĕç, уйăхсерен районта иртекен пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн çĕнĕ йышĕпе паллашрĕç тата ытти те.
Хамăр корр
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)