18 февраля 2015 г.
Паян, нарăсăн 18-мĕшĕн-че, районта пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ.Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне тишкерчĕç. Çавăн пекех пĕрлехи информаци кунĕнче Чăваш Республикинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕн 2014 çулхи çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнчи 426-мĕш номерлĕ "Раççей Федерацийĕнче Литература çулне ирттересси çинчен" Указне пурнăçа кĕртесси, пенси тытăмĕнчи улшăнусем çинчен те ыйтусем пулчĕç.
Кăçал пирĕн района килекен информаци ушкăнне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ _ экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи Комитечĕн председателĕ О. Мешков ертсе пырĕ. Ĕçлĕ тĕл пулусене çавăн пекех республикăран Шупашкарти кооператив институчĕн кафедра доценчĕ А. Автономов, ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Иванова, халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин Чăваш Республикинчи ертỹçин çумĕ С. Викторов, Шупашкарти "Энергия" ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн тренер-преподавателĕ Б. Глинкин, Республикăри Чăваш Патшалăх ăслăлăхĕн институт директорĕ Ю. Исаев, Чăваш Республикинчи финанспа бюджет надзорĕн Федераци службин Территори управленийĕн ертỹçи Н. Константинова хутшăнĕç.
Пĕрлехи информаци кунĕ пирки тĕплĕнрех çитес номерте çырса пĕлтерĕпĕр.
Иртнĕ çул районта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ _ Чăваш Республикин финанс министрĕ Светлана Александровна Енилина ертсе пыракан информаци ушкăнĕ ĕçленĕ. Информаци çулталăк тăршшĕпе кашни ял тăрăхĕнчех пулнă, организаци, предприяти, учреждени коллективĕсенче, ял хуçалăх предприятийĕсенче пулса çынсене пăшăрхантаракан ыйтусене сỹтсе явнă. Тĕпрен илсен, тĕл пулусенче çынсем социаллă пурнăç ыйтăвĕсемпе пĕрлех ял хуçалăх отраслĕнче пăшăрхантаракан проблемăсене те хускатнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)