18 февраля 2015 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун райпо уполномоченнăйĕсен отчетлă пухăвĕ иртнĕ. Унăн ĕçне район пуçлăхĕ _ район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ М. Петров, район администарци пуçлăхĕ Н. Глухов, Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕ Л. Абрамова, Патăрьел райпо предселателĕ П. Перепелкин хутшăннă.
Пухура районти суту-илỹн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлне сỹтсе явнă, инноваци проекчĕсене пурнăçа кĕртнине тишкернĕ, продукци туса илес тата ăна хатĕрлес тĕлĕшпе ĕçе сарас ыйтусене хускатнă, райпо системинчи аталану çул-йĕрне палăртнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)