18 февраля 2015 г.
Районти ВДПО уйрăмĕнче районти ирĕклĕ пушар хуралĕн членĕсемпе ял тăрăх пуçлăхĕсем пĕрлехи канашлу йĕркеленĕ. Унăн ĕçне Чăваш Республикин пушар надзорĕн тĕп патшалăх инспекторĕ, шалти ĕçсен службин полковникĕ Н. Петров хутшăннă.
Канашлура 2014 çулта районта пушар хăрушлăхĕнчен хăтăлмалли профилактика ĕçĕ-хĕлĕ пирки районти пушар надзорĕн начальникĕ В. Яковлев, районти ВДПО уйрăмĕн председателĕ В. Тарасов ирĕклĕ пушар хуралĕн хастарĕсем пирки отчет туса панă, кăтартуллă ял тăрăхĕсенче Хисеп гармотисемпе нагарадăланă.
Хамăр корр.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)