АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ награда

18 февраля 2015 г.

 Районăн иртнĕ çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвне пĕтĕмлетнĕ тата кăçалхи тĕллевсене палăртма пуçтарăннă канашлура Шăнкăртамри Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Л. Павлова (ỹкерчĕкре) Чăваш Республикинчи вĕрентỹ тата çамрăксен политика министерствин Хисеп грамотине илме тивĕç пулчĕ. Савăнтăмăр çакăншăн. Чăннипех те тивĕçлĕ хисепе Лидия Валериевна. Вăл асăннă шкулта 18 çул ĕçлет. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнисĕр пуçне директорăн вĕрентỹпе воспитани ĕçĕсене илсе пыракан çумĕ шутланса тăрать.

Чăваш Республикин чĕлхе çинчен калакан саккунĕпе килĕшỹллĕн шкулта ачасене 1995 çултанпа чăваш чĕлхине вĕрентме пуçăнтăмăр. Вĕренекенсен ку енне туртăнас туйăмĕ пысăк. Çавна май вĕсем районта, республикăра иртекен мĕн пур мероприятине _ наукăпа практика конференцийĕсене, конкурссене, предмет олимпиадисене _ кăмăлтан хутшăнаççĕ, малти вырăнсене йышăнаççĕ. Акă, чăваш чĕлхипе иртнĕ çулсенче Э. Пазюкова, Г. Ильясова, Г. Асеинова, Р. Кирпичева, И. Рязапова, Д. Бурчаклы, Л. Муксеева призерсен шутне кĕчĕç. 2013 çулхи "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурсра 12 дипломант пулчĕ.

Д. Сафиянова, Р. Кирпичева, Л. Ильясова, И. Рязапова, Р. Карама, М. Камалетдинов, Л. Махмутова Р. Сарпи, Г. Айхи вулавĕсен, "Туслăх хĕлхемĕ", ытти конкурссенче малти вырăнсенче.

Кашни халăх хăйĕн чĕлхине юратать, унпа хăпартланать. Тутар шкулĕнче ĕçленĕрен, Лидия Валериевна та çак чĕлхене вĕренчĕ. Çакă ăна халăхсем хушшинчи туслăха çирĕплетес ĕçре те сахал мар пулăшать.

Кăçал Литература тата К. Иванов çулталăкĕ тесе палăртнă. Ку енĕпе шкулта мероприятисен планне тунă. Лидия Валериевна çавна май ачасене Константин Васильевич пултарулăхĕпе, тĕнчипе палăрнă "Нарспи" произведенипе тĕплĕнрех паллаштарассине мала хурать.

Л. Павлова учитель профессине илнипе савăнать çеç.

С. КАЛАЙБАШЕВА, шкул директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика