18 февраля 2015 г.
Витĕр курăнакан бутылкăна кашнине 4 пая туранă 12 шăл ыхра ямалла. Унта 3 стакан хĕрлĕ эрех хушмалла. Пăкăламалла та хĕвел çине 2 эрнелĕхе лартмалла. Кунсерен 2-3 хут пăтратса илмелле. 2 эрне иртсен эрехе сĕрмелле те витĕр курăнман савăта ярса лартмалла. Ликера кунне 3 хутчен пĕрер чей кашăкĕ ĕçмелле, сиплеве уйăх тăсмалла. Çак эмел организмри ытлашши тăвара кăларма, юна тасатма, иммунитета вăйлатма, юн тымарĕсемпе чĕрене çирĕплетме пулăшать. Çавăн пекех ытлашши çусене шăратать, кĕлетке шыççисене чакарать, хĕрарăмсен чирĕсене сиплеме те лайăх эмел.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)