18 февраля 2015 г.
Райадминистрацин вĕрентỹ, социаллă аталану, информациллĕ тивĕçтерỹ тата архив ĕçĕсен пайĕн мероприятийĕсен планĕпе килĕшỹллĕн тата географи предметне вĕрентес ĕçри малта пыракан опыта анлăн сарас тĕллевпе Сăкăтри вăтам шкулта методика фестивалĕ иртрĕ. Кăçалхипе вăл виççĕмĕш пулчĕ. Мероприяти ку чухнехи технологисемпе усă куракан малта пыракан педагогсен ĕçне анлăн сарма, пĕр-пĕрин ăсталăхне вĕренме пулăшать.
Фестивале 14 учитель хутшăнчĕ. "Чи лайăх географи урокĕ" номинацире Туçари вăтам шкулти Л. Карягин, "Компьютер технологийĕпе усă куракан чи лайăх географи урокĕ" номинацире Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти А. Кузнецова, "Географи экономикин чи лайăх урокĕ" _ Сăкăтри вăтам шкулти С. Елкин, "Чи лайăх ăсталăх ĕçĕ" _ Çĕнĕ Ахпỹртри пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан тĕп шкулти В. Артемьев, "Чи лайăх пĕрлештернĕ урок" _ Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ вăтам шкулти Ф. Юнисовапа Г. Забирова, "Класс тулашĕнчи лайăх мероприяти" _ Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкулти Р. Багманова палăрчĕç.
С. ЮНУСОВА, методист.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)