21 февраля 2015 г.
Информаци кунне кĕртнĕ ыйтусенчен пĕри пенсипе çыхăннăран, район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов вырăнти коллективсемпе тĕл пулнă самантсенче çак пĕлтерĕшлĕ шухăша палăртмасăр хăвармарĕ. Ватлăх ытлă-çитлĕ пултăр тесен паян кашнийĕн çамкана пĕркелентерсех шутламалăх пур. Пенси саккунне кĕртнĕ çĕнĕлĕхпе килĕшỹллĕн, малашне вун пилĕк çул ĕç стажĕ пуçтарайман çынсен туннель вĕçĕнче те çутă курăнмĕ. Урăхла каласан, ватлăх шанчăклă та тулăх пуласси иккĕленчĕклĕ...
Çĕнĕ çул хыççăнхи пĕр-ремĕш информаци кунĕн ĕç программи тухăçлă иртрĕ. Информушкăнсем тĕл пулусенче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. В. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырури пĕлтерĕшлĕ самантсене сỹтсе яврĕç, ку тĕлĕшпе районта туса пыракан ĕçсене асăнчĕç, Раççей Федерацийĕн Президенчĕн указĕпе килĕшỹллĕн пурнăçланса пыракан Литература çулталăкĕ Патăрьелсемшĕн истори страницине ырă пулăмсемпе çеç çырăнса юлтăр тесе пикенсе тăрăшмалли плансемпе тĕллевсене çивĕчлетрĕç.
Вулакана кăçалхи çĕнĕ информушкăн пирки хаçат урлă маларах пĕлтернĕч-чĕ. Хальхинче ĕçлĕ çул çỹревпе пирĕн районта ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ _ экономика политики, агропромышленность комплексĕ тата экологи Комитечĕн председателĕ О. Мешков ертсе пыракан ушкăн пулчĕ. Кун йĕркинчи ыйтусене вырăнти халăхпа, коллективсемпе сỹтсе явма çавăн пекех ЧР культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Алексеева, халăха ĕçпе тивĕçтерекен Патшалăх службин Чăваш Республикинчи ертỹçин çумĕ С. Викторов, Республикăри Чăваш Патшалăх ăслăлăхĕн институт директорĕ Ю. Исаев, Шупашкарти "Фирма "ОВИТ" директорĕ В. Остроумов хутшăнчĕç.
Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов ертсе пыракан ушкăн Хирти Пикшикри вăтам шкулта, культура çуртĕнче, Еншикри пуçламăш шкул-ача сачĕн коллективĕсенче пулса педагогсемпе курнăçрĕ, кун йĕркинчи ыйтусемпе пĕр-лех хăйсене пăшăрхантаракан шухăшсене те хускатрĕ. Николай Иванович Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М. Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвне халăхпа сỹтсе явнă май, районта юлашки çулсенче пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăчĕ, малашлăх плансемпе паллаштарчĕ, Аслă Çĕнтерỹ 70 çул тултарас умĕн вырăнти администрацинче, шкулсенче пурнăçламалли ĕçсене, выпускниксем пĕрлĕхлĕ патшалăх экзаменне тытнă чухне çирĕп йĕркене пăхăнмаллине çивĕчлетрĕ, район бюджетне пуянлатмалли ыйтусене хускатрĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ О. Мешков педагогсемпе тупăшран кĕрекен тĕрлĕрен налук пирки сăмах пуçарчĕ. Ку чухне ялсенче 20 _ 25 процент вăйпитти айккине кайса услам туса ĕçлет. "Чĕрĕ укçа" тỹрех çемье бюджетне кĕрет. Унтан вара штатпа ĕçлекен çынпа танлаштарсан, пĕр пус налук та тытăнмасть, сумми те катăлмасть. Çав вăхăтрах вара вĕсене те урам хушшинче лайăх çул, ачисем валли çĕнĕ шкул, ача сачĕ тата ытти те кирлĕ. Кирек мĕнле бюджетăн та хысни тĕпсĕр мар-çке...
Олег Вадимович ку тĕлĕш-пе малашне пуриншĕн те пĕр йĕрке пулассине каларĕ. Республикăри культура министрĕн çумĕ А. Алексеева Литература çулталăкĕ пур енĕпе те тулли программăпа, кăсăклă, пĕлтерĕшлĕ иртсе пытăр текен шухăша витĕмлетрĕ, Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче пуç хунă паттăрсене асăнса лартнă палăксене юсасси, пăхса тăрасси тĕп вырăнта пулмаллине, ветерансемпе салтак арăмĕсене, тыл хастарĕсене тимлĕх уйăрасси пирĕн тивĕç иккене палăртрĕ. Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пай пуçлăхĕ В. Осипов ертсе пыракан информушкăн Турханти врач офисĕнче, ялти аптека пунктĕнче, культура çуртĕнче, шкулта, психоневрологи интернатĕнче пулса кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕ.
А. ЕГОРОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)