21 февраля 2015 г.
Кĕске тапхăртах пысăках мар хулана Раççей Президенчĕ те, çĕр-шыв Правительствин пуçлăхĕ те килни халиччен пулнă-ши _ калаймастăп, çапах кирек мĕнле пулсан та Çĕнĕ Шупашкар ку енĕпе палăрмаллипех палăрчĕ тейĕттĕм. Октябрьте сумлă спорт форумĕ иртнĕ май химиксен хулине РФ Президенчĕ Владимир Путин килнĕччĕ, февралĕн 17-мĕшĕнче вара унта Дмитрий Медведев премьер-министр пулчĕ.
Вăл кăна та мар. Сумлă хăнасен списокĕ чăннипех вăрăм. Вĕсен шутĕнче _ Аркадий Дворкович вице-премьер, РФ Президенчĕн пулăшуçи Андрей Белоусов, вĕренỹ министрĕ Дмитрий Ливанов, РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич, Тутарстан Президенчĕ Рустам Минниханов, Самар облаçĕн кĕпĕрнатăрĕ Николай Меркушин, Çĕнĕ технологисем хатĕрлекен центрăн аталану фончĕн президенчĕ Виктор Вексельберг, РОСНАНО правленийĕн председателĕ Анатолий Чубайс тата ыттисем.
Тĕп йыш _ РФ Президенчĕ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейĕн инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн членĕсем, Чăваш Ене вĕсем шăпах президиум ларăвне килнĕ. Аэропортран Дмиртий Медведев тỹрех Çĕнĕ Шупашкара çул тытнă. Асăннă канашăн президиумĕн ларăвĕ "Хĕвел" ООО заводĕнче иртнĕ. Лару умĕн вара хăнасем, журналистсем завод ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма пултарнă. Чăннипех _ паянхи пурнăçа тивĕçтерекен предприяти. Кунта тутăхнă, мазутпа-мĕнпе вараланнă оборудовани кураймăн. Йĕри-тавра тап-таса. "Хĕвел" компани продукцийĕпе тĕпрен илсен хĕвел электростанцийĕсем тума усă кураççĕ. Акă вăл _ завод продукцийĕ: 1,4 тăваткал метр пысăкăш панельсем. Вĕсемпе энерги çителĕксĕр тата инçетри районсенче пурăнакансене электричествопа тивĕçтерме меллĕ. 2015 çулăн иккĕмĕш çурринче завод проектпа пăхнă хăватпа (çулталăкра 97,5 МВт) ĕçлеме пуçламалла. Паян кунта 300 çын вăй хурать. 2020 çулччен "Хĕвел" ООО хăйĕн фотоэлектричество модулĕсемпе усă курса пĕтĕмĕшле хăвачĕ 254 МВтпа танлашакан хĕвел электростанцийĕсене хута яма палăртать. х х х Çак кунхинех Çĕнĕ Шупашкарта РФ çумĕнчи экономикăна çĕнетес тата Раççейри инноваци аталанăвĕ енĕпе ĕçлекен канаш президиумĕн ларăвĕ иртнĕ. Ăна Дмиртий Медведев премьер-министр ертсе пынă. Вăл çакна палăртнă: "Пирĕн пурнăçа çĕнĕлĕх питĕ хăвăрт кĕрсе пырать. Çакна эпир хĕвел батарейисем туса кăларакан производствăна курнă хыççăн аван туйса илтĕмĕр. Нано-технологисене ĕçе кĕртессипе çĕр-шыв юлашки вăхăтра курăмлă утăмсем туни _ ырă пулăм. Анчах паян ăс-хакăл пурлăхне упрасси тата право тĕ-лĕшĕнчен хỹтĕлесси мала тухса тăнине пурин те асра тытмалла. Çак тĕллеве пурнăçлассипе Правительство тивĕçлĕ йышăнусем тунă ĕнтĕ. Çĕнĕ шухăшсене производствăра ĕçе кĕртесси вăйланать, ăс-хакăлпа çыхăннă проектсене саккун енчен хỹтĕлеççĕ. РФ вĕрентỹ тата наука министрĕ Дмиртий Ливанов каланă тăрăх _ кирек епле çĕнĕлĕхĕн уссине маларах курса тăмалла. Ку тĕлĕшпе тĕнче опычĕ те пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ. "Росатом" патшалăх корпорацийĕн тĕп директорĕн заместителĕ Вячеслав Першуков хăйсен ĕçĕ-хĕлĕ çинче чарăнса тăнă. Çулталăк çурă каярах Раççейре ăс-хакăл правине хỹтĕлекен Суд ĕçлеме тытăннă. Унăн председателĕ Людмила Новоселова пирвайхи йывăрлăхсене асăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)