АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наградăна тивĕçлĕ

21 февраля 2015 г.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ республикăри тăрăшуллă тата пултаруллă, малалла ăнтăлакан çамрăксене ятарлă стипенди парасси пирки 2014 çулхи декабрĕн 14-мĕшĕнче Хушу кăларнăччĕ. Унпа килĕшỹллĕн вĕренỹре, наукăра, спортра, бизнесра, ытти сферăра çитĕнỹсем тунă 1000 каччăпа хĕр çулталăк тăршшĕпех стипенди илсе тăраççĕ. Çак йыша Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 10в класри Е. Сандыркинăпа 11а-ри К. Емельянова та кĕчĕç.

Катя тăрăшуллă, тирпейлĕ, йĕркеллĕ хĕрача. Çулленех шкулта химипе, математикăпа, чăваш чĕлхипе иртекен олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать. 9-10 классенче вĕреннĕ чухне районти "Ăслăлăх. Пултарулăх. Аталану" наукăпа практика конференцийĕн "Математика" секцийĕнче пĕрремĕш вырăнта пулнăччĕ. Физикăпа, математикăпа, географипе Раççей шайĕнчи дистанциллĕ олимпиадăсенче мала тухнăшăн, "Кенгуру", "Русский медвежонок", "Чĕвĕлти чĕкеç" конкурссене хутшăннăшăн дипломсене тивĕçнĕ.

Лена та пултаруллă та талантлă хĕрача. Унăн мал ĕмĕтлĕ туртăмĕ тата пурнăçа хастар хутшăнасси çамрăксен "МолГород _ 2013" форумĕ хыççăн уççăн палăрчĕ. Аслă классен канашĕн пĕрле-шĕвĕн, шкулти волонтерсен ушкăнĕн лидерĕ вăл. Шкулти, районти обществăлла пурнăçа хутшăннăшăн пĕр хутчен çеç мар вăл грамотăсене тивĕçнĕ. Спорта юратать. Ку енĕпе те çитĕнỹсем пур унăн. Лена район тата республика чысне "Çĕнтерỹ" çарпа спорт вăййин финалти ăмăртăвĕнче хỹ-тĕлерĕ, грамотăпа парнене тивĕç пулчĕ.

О. КАЛЛИНА, пресс-центр ертỹçи

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика