25 февраля 2015 г.
ТĂВАН çĕр-шыв хỹтĕлевçисен кунĕ ячĕпе çулсеренех районти культурăпа кану центрĕнче ашшĕсен конкурсне ирттереççĕ. Хальхинче те вăл куракансемшĕн кăсăклă пулнă. "Супер папа" ята çĕнсе илес текенсем улттăн тупăшнă. Вĕсем кашниех хăйсен çемйишĕн шанчăклă тĕрев, хастар общественник, юратнă мăшăр, атте...
Анчах та пур енĕпе те пултарулли, кăтартулли пĕрре _ район полицийĕн сотрудникĕ Николай Андреев.
Тỹре членĕсем И. Васильев, А. Пузырьников, В. Иванов, В.Николаев, И. Паймуков ячĕсемпе те хăйсене тивĕçекен ятсем шыраса тупнă: ăста, талантлă, ырă кăмăллă, ĕçчен, пултаруллă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)