25 февраля 2015 г.
Аслă типĕ пуçланас умĕн православи тĕнне тытса пыракансем Çăварни уявĕнче савăнчĕç, шур кашмаллă Хĕл Мучие ăсатса ярса симпыл шăршиллĕ Çурпикене кĕтсе илчĕç. Иртнĕ шăматкун çак тĕллевпе Патăрьелĕнчи "Паттăр" стадиона та ватти-вĕтти пуçтарăнчĕ.
Капăрлатнă пар учĕсем ĕлĕкхиллех йышлă пулмасан та, йĕс шăнкăрав сассиллĕ лавĕсене пăхса киленме кăмăллă пулчĕ. Çуна çинче вара ямшăкĕпе юнашарах тĕрлĕрен чăваш тумĕ тăхăннă чиперккесем çине-çинех чăваш юррисене шăрантарчĕç: "Сăрт айккисем ешĕл, ай, курăнаç, те юр кайса курăк, ай, шăтнăран...". Юнашарах юмахри евĕр тумлантарнă пони вара шăпăрлансене çеç мар, аслă çулхисене те хăй еннелле илĕртрĕ. Хăшĕсем ỹркенмерĕç: ун умĕнче сăн та ỹкерттерчĕç, çуни çине ларса катаччи чупрĕç, ахăрашрĕç-çухăрашрĕç... Уяв тени çавăншăн кăмăллă ĕнтĕ.
Çăварни икерчипе вĕри чей, сăмсана кăтăклакан шашлăк, ытти тутлă çимĕçсем сутни уява килен-каянсен кăмăлне тата ытларах хăпартрĕ. Юрă-ташă, кĕвĕ-çемĕпе пĕрлех спорта кăмăллакансем кире пуканĕ йăтакансен, алă вăйне виçекенсен, шашка-шахматла вылякансен пултарулăхне пăхса киленчĕç.
Çăварни сывлăх тата спорт кунĕпе тỹр килнĕрен, çак кунхинех хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче тĕрлĕрен турнир те йĕркеленĕ. Сăмахран, Тăрăнсем ДРСУ ертỹçи пулнă С. Рубцова чыс туса футболла вылянă.
Патăрьелсем вăхăтĕнче район судйинче тăрăшнă Родион Соловьева асăнса пулăçăсем вак касса пулă тытассипе ăмăрту йĕркеленĕ, Çĕнĕ Ахпỹртсем вара Çăварнин юлашки кунĕнче воин-афганеца, "Хĕрлĕ Çăлтăр" орден кавалерне асăнса йăлана кĕнĕ хоккей турнирне ирттернĕ тата ытти те.
Кашни мероприятиех ытти хастарсемпе юнашар район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хутшăннă, массăллă мероприятисене хутшăнакансене пурне те сывлăх, ăнăçу, ырă малашлăх суннă.
А. НИКОЛАЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)