АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă

25 февраля 2015 г.

 Пăлапуç Пашьелĕнчи вăтам шкулта ачасене çарпа патриотла воспитани парасси çине пысăк тимлĕх уйăраççĕ.

Çак кунсенче Н. Тихонова музыка ертỹçи ертсе пынипе 5-8 классенче вăрçă вăхăтĕнче юрланă юрăсен урокĕсем иртрĕç.

Пиллĕкмĕшсем "Катюшăна" кăмăлтан шăрантарчĕç. Аслăраххисене "Вечер на рейде", "Под звездами балканскими" юрăсем килĕшрĕç. "Дороги", "В землянке" юрăсене те пурте пĕлеççĕ.

Тăшмана хирĕçле харăссăн тăма "Свяшенная война" та пулăшнă.

Çаксенчен урок пĕтĕмлетĕвне тума та пулать. Юрă фронтпа тылшăн чун-чĕре хĕç-пăшалĕ те пулнă. Вăл çапăçăва чĕннĕ, çынна ырра ĕмĕтленме май панă, çĕнтерĕве çывхартма пулăшнă.

Т. КОЗЛОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика