АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн тытăм ĕçĕ курăмлă

16 февраля 2013 г.

Кăрлач уйăхĕнче РФ следстви комитечĕн Чăваш Республикинчи следстви управленийĕн районсем хушшинчи следстви пайĕ хăй тĕллĕн ĕçлеме пикенни икĕ çул çитрĕ. Çак кунсенче йĕрке хуралĕн çамрăк органĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетрĕ. «Пирĕн ĕçе хакламалли критери пĕрре: мĕн пур преступление уçса парасси тата айăплисене тивĕçлипе явап тыттарасси». Çапла задача лартать пирĕн умма Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн ертÿçи Александр Мигушов. Эпир ăна куллен асра тытатпăр. Ахальтен мар ĕнтĕ пирĕн следстви тытăмĕн ĕçĕ-хĕлĕ чăннипех те курăмлă.

2012 çулта следстви уйрăмĕ преступлени тунипе çыхăннă 670 ĕçе тишкернĕ, тĕрĕслевпе тĕпчев хыççăн 159 уголовлă ĕç пуçарнă. Служба тивĕçĕнче уйрăмах йывăр преступленисене уçса парасси пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсен шутне ытларах çын пурнăçне тата сывлăхне сиен кÿрессипе çыхăннисем кĕреççĕ. Çемьере тата йăлара пулнă усал ĕçсем эрех-сăрапа минренĕ хыççăн сиксе тухнă. Çак сăлтавпа пĕлтĕр çичĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă. Айăплисене пурне те тăрă шыв çине кăларнă.

Унччен пулнă преступленисене уçса парасси – пирĕн ĕçĕн тепĕр тĕллевĕсенчен пĕри. Ку тĕлĕшпе пĕлтĕр ют пурлăха вăрланă пилĕк тĕслĕхе тата çар службинчен тарса çÿрекен пĕр факта вĕçне çитиччен тĕпчесе уçса патăмăр. Çине тăни харама каймарĕ.

Юхмапа Пăла тăрăхĕ кÿршĕри, ытти районсемпе танлаштарсан, наци тĕлĕшĕпе те урăхларах, йышĕпе те пысăкрах. Çавăнпа та следовательсен тĕрлĕрен ĕçе ытларах та, вăрах вăхăт хушши тĕпчеме те тивет. Районти следстви комитечĕ оперативлă шырав ĕçĕпе тимлекен организацисемпе пĕрле тăрăшса коррупципе çыхăннă преступленисене те уçса парать. Эпир икĕ çулхи “пепке” шайĕнче çеç пулсан та, пулăмсене объективлă хак парар тесе тăрăшатпăр. Саккун умĕнче пурте пĕр тан пулмалла.

Р. ШАЙХАЛОВ,

районти следстви пайĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика