16 февраля 2013 г.
Тăван ен ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлер, саккуна пăхăнса, таса чунпа пурăнар ЧР парламенчĕн вуннăмĕш сессийĕнче республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев çуллен Патшалăх Канашĕн тата Чăваш Ен халăхĕн ячĕпе яракан Çырăвĕпе паллаштарнă. Кăçал ăна ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕсем çинчен калакан çулленхи отчетпа та пĕрлештернĕ. Сессие ПК депутачĕсемсĕр пуçне РФ Федераци Канашĕн членĕсем Леонид Лебедев, Галина Николаева, Патшалăх Думин депутачĕсем Руслан Тихонов, Валентин Шурчанов, ЧР Правительствин членĕсем, федераци ведомствисен территори органĕсен, муниципалитетсен, предприяти-организаци ертÿçисем, общество пĕрлешĕвĕсен, политика партийĕсен представителĕсем хутшăннă.
Çырупа паллашнă хыççăн Михаил Игнатьев депутатсен ыйтăвĕсене хуравланă. Вĕсене çырса маларах та панă, тÿрремĕнех залра кашни фракцирен тата виçшер ыйту янăранă.
Патшалăх Канашĕн сессине Патăрьел район представителĕсем те хутшăннă. Çывăх номерсенче эпир вулакансене республика Пуçлăхĕн Çырăвĕпе тĕплĕнрех паллаштаратпăр.