АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçлекене – пыл курки, ĕçлемене – пуш курки

16 февраля 2013 г.

Кашнийĕн хăй çуралнă кĕтесе хитререх, илемлĕрех курас килет. Патăрьел куллен капăрланса пынине асăрхатăн та – чун савăнать. Районăн сăн-сăпатне çĕнетме укçи-тенки самай кирлĕ. Юхмапа Пăла тăрăхĕ мĕнле тупăшсемпе усă курса аталанма майсем тупса пырать-ха; Тĕлле-вĕсем еплерех-ши. Çак тата ытти ыйтусене хускатнă район администраци пуçлăхĕпе Н. Глуховпа “Авангард” хаçат корреспонденчĕ.

– Николай Иванович, районăн бюджечĕ çуллен ÿссе пырать. Çакă, паллах, питĕ кăмăллă. Малашне те çаплах пулĕ-ши;

– Тĕрĕсех. Пĕлтĕр районăн пĕрлештернĕ (консолидированный) бюджечĕ тупăшпалан 615,9 млн тенкĕпе, тăкакпа 608,7 млн тенкĕпе танлашрĕ. Укçа кĕресси 2011 çултипе пăхсан – 6,9 процент, тата маларахри çултинчен 9,8 процент ÿснĕ. Çакă эпир республика тата федераци шайĕнчи конкурссене хастар хутшăннипе те çыхăннă. Пĕлтĕр çеç çапла майпа 83,9 млн тенкĕ хушма кĕмĕл кĕчĕ.

Хамăрăн тупăш потенциалне ÿстересси пирĕн яланах тĕп тĕллевсенчен пĕри. Иртнĕ çул вăл 2011-мĕшĕнчен 18,9 процент (19 млн тенкĕ) ытларах пулнă, 2010-мĕшĕнчен 1,3 хут нумайрах (27,3 млн тенкĕ). Çавăн пекех вырăнти хăй тытăмлăх орга-нĕсем тивĕçлĕ шайра ĕçлесе пынăран тупăш та (налук шутламасăр) çуллен ÿссе пырать. Муниципаллă пурлăхран тата çĕрсенчен кĕрекен укçа тата та пысăкланасса шансах тăратпăр.

– Укçа-тенкĕпе эффективлă усă курман тĕс-лĕхсем те пур-тăр-ха...

– Район тата поселенисем бюджет тĕлĕшĕпе хăйсем çине илнĕ яваплăха пурнăçланăпа пĕрех. Районăн муниципаллă бюджечĕ тăкакпа 97 процентпа танлашнă. Унтан 80-не вĕрентĕве, культурăна, социаллă политикăна, спорта тытса тăма тата аталантарма янă. Çулталăк тăршшĕпех вырăнти бюджет тупăшĕпе усă курассине эффективлă тата пĕр шайра тытса пыма тăрăшнă. Ултă ял тăрăхĕ – Аслă Чемен, Турхан, Пăлапуç Пашьел, Шăхач, Çĕнĕ Ахпÿрт – бюджет укçипе ăнăçлă усă курать. Çав вăхăтрах Патăрьел ял тăрăхĕ тăкаклама палăртнă кĕмĕлĕн 86,4 процентне çеç ĕçе кĕртнĕ е 4,3 млн тенке усă курмасăр та хăварма юрать тенĕ пулас.

– Хальхи вăхăтра район инвестицисем хывма илĕртÿллĕ пулмалла. Кун пирки мĕн калама пултаратăр;

– Районта ăçта ан пăх, унта стройка пырать. Иртнĕ çул çеç Патăрьелĕнче тата Шăнкăртамра ача сачĕсем хута кайрĕç. Халь Тутар Сăкăтĕнче шкул, район центрĕнче бизнес-инкубатор çурчĕ çĕкленет. Паллах, мĕн тунипе çеç çырлахса пурăнасшăн мар. Ĕмĕтсем пысăк, ĕçлемеллисем нумай. Юхмапа Пăла тăрăхĕ çуллен хитреленсе пытăр тесе вăй çитнĕ таран тăрăшатпăр.

– Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ республикăра та, районта та çивĕч. Ăна ăнăçлă татса пама мĕн чăрмантарать;

– Кашни çемьенех хăйĕн кĕтесĕ кирлĕ. Çурт-йĕр ыйтăвне татса парас тĕлĕшпе районта тĕрлĕ программа ĕçлет. Патшалăх паракан пулăшусемпе усă курса ялта пурăнакан 20 çемье, вăл шутран 10 çамрăк специалист, çамрăк 18 мăшăр, 6 тăлăх, нумай ачаллă 3 çемье, Тăван çĕр-шывăн аслă вăрçине хутшăннă ветерансен пысăк йышĕ пурăнмалли условине лайăхлатрĕç. Республика программипе паракан çăмăллатнă кредита илме нумай пулмасть пĕрлешнĕ 40 ытла çемье хутшăнать.

Çулталăк тăршшĕпе 30538 тăваткал метр хута янă. Ку кăтарту маларахри çул шайĕнчех тăрать.

– Районăн экономикинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх пысăк вырăн йышăнать. Унăн малашлăхĕ мĕнле-ши;

– Юхмапа Пăла тăрăхĕн экономикине аталантарса пыма бизнес вăй илсе пыни те чылай витĕм кÿрет. Вăтам тата пĕчĕк предпринимательлĕх кăларакан продукци калăпăшĕ, тивĕçтерĕвĕ çуллен ÿссе пырать, хальхи вăхăтри технологипе усă курнăран ассортимент та пуянланать. Паяна ку сферăра 3870 çын тăрăшать.

Пĕчĕк предпринимательлĕхре ĕçлекенсен 36 проценчĕ суту-илÿре тата обществăлла апатлану системинче вăй хурать. Тыр пулăн 80-85, пахча çимĕçĕн 55-58, çĕр улмин 28-30 процентне предпринимательсем туса илеççĕ.

Предпринимательлĕхре тăрăшас текенсен шучĕ нумайланса пынине шута илсе тата вĕсене пулăшас тĕллевпе Патăрьелĕнче бизнес-инкубатор уçма палăртнă.

– Районта пурăнакансен ĕç укçи администраци пуçлăхне тивĕçтерет-и;

– Май пур таран ĕç укçине ÿстересси патне те тимлĕх ытларах уйăрма тăрăшатпăр. Учительсем, ача сачĕсенчи воспитательсем, шалу системине çĕнĕлĕх кĕртнĕ хыççăн, кĕмĕл ытларах илме тытăнчĕç.

Районта пурăнакансен уйăхри вăтам ĕç укçи 11557,5 тенкĕпе танлашрĕ е çулталăкра 20,2 процент чухлĕ ÿсрĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика