16 февраля 2013 г.
Пĕлтĕр вĕлле хурчĕсем аванах хĕл каçрĕç, çуркунне чиперех аталанчĕç. Йыш та ÿсрĕ. Пыл паракан хуртсен йышĕ вăйлă пулнăран утарçăсем амасем илсе искусствăлла майпа та уйăрчĕç. Çав вăхăтрах çăвăрсем йывăçăн çÿлти тураттисем çине сăрма тăрăшрĕç. Ытти çулсенче аяларах вырнаçатчĕç. Хамăн утарта сăнанă тăрăх, пĕлтĕр виçĕ рой тÿрех вĕçсе кайрĕ. Маншăн çакă тĕлĕнтермĕш пулчĕ. Вĕлле хурчĕсем пыл пулмассине сисрĕç курăнать.
Çут çанталăкра пулса иртекен пулăмсене пурне те ăнлансах каймастпăр. Ылтăн хуртсен уйрăмах вăрттăнлăхсем нумай.
2012 çулти пыл вăхăтне тишкерсен çакна палăртмалла: çанталăк аван тăчĕ, хĕвел хăйĕн ăшшине хĕрхенмерĕ, курăксем валли те нÿр çителĕклех пулчĕ. Апла пулин те нектар сахал кĕчĕ. Çакăн тĕп сăлтавĕ çил çурçĕр, çурçĕр-хĕвел анăç енчен вĕрнипе тесе шутлатăп. Атте: “Çил çурçĕр енчен пулсан пыл кĕмест”, – тесе каланă сăмахсем те асрах. Юлашки 40 çулта 1972-мĕшĕнче – çанталăк питĕ шăрăх тăнипе, 1994-мĕшĕнче çулла çумăрлă килнипе паха пылак шĕвеке сахал юхтарса илнĕ.
Пĕлтĕрхи çула пĕтĕмлетес, пĕр-пĕрин опычĕпе, çĕнĕлĕхсемпе паллашас тĕллевпе утарçăсен канашлăвне февралĕн 21-мĕшĕнче Патăрьелĕнчи администрацин залĕнче ирттерме палăртрăмăр. Унта Тутар Республикинчен килнĕ хăнасем те хутшăнĕç.
Хĕлле вĕçленнĕ вăхăтра апат пĕтсе пынăран вĕлле хурчĕсемшĕн йывăр вăхăтсем пуçланаççĕ. Пыл сахалран вĕсем вилсе пĕтес хăрушлăх кăçал пушшех те пысăк. Çавăнпа та утарçăсене тата та тимлĕрех пулма ыйтас килет. Нуша курас темесен вĕçекен хуртсене канди хурса памалла. Районта хальхи шая çитнĕ кăтартăва çухатас марччĕ тата лайăхрах аталантарасчĕ.
Н. ПИРОЖКОВ,
кăнтăр районĕсемпе ĕçлекен утарçă-зоотехник.