16 февраля 2013 г.
Аслă Чементи вăтам шкулта тĕрлĕ кружок ĕçлет: спорт, ташă, вĕтĕ шăрçапа тĕрлесси, фольклор тата ытти те. Çитĕнекен ăрушăн суйламалăх пур. Хĕр ачасем уйрăмах «Ассортине» кăмăллаççĕ. Ăна М. Медведева ертсе пырать. Тĕрлĕ ташă вĕрентет Марина Викентьевна. Ачасем пĕр репетицине те сиктермеççĕ. Унтан шкулти, ялти концертсенче хăйсен пултарулăхĕпе ваттисене, çамрăксене савăнтараççĕ.
Районти “Çуталакан çăл-тăрсем-2009” фестивальте вăтам ушкăн виççĕмĕш вырăна тивĕçнĕччĕ. “Ассорти” ушкăн 2012 çулта Куславкка районĕнчи конкурса хутшăннă. Унта А. Иванована, К. Вахмистрована, К. Никифорована, К. Иванована, Р. Платонована, В. Ляпкинана пĕрремĕш степеньлĕ дипломпа тата парнепе чысланăччĕ. Аслăраххисем виç-çĕмĕш вырăн йышăннă. Çавăн пекех “Патăрьел хĕлĕ” фестивальтен виççĕмĕш вырăнпа киле таврăннăччĕ.
Спорт ташшисен фестивалĕнче К. Иванова виççĕмĕшне тухнă, ушкăн вара иккĕмĕш вырăнпа савăнтарнă.
“Акатуй – сабантуй” уявĕсенче куракансене çĕнĕ ташăсемпе тыткăнлаççĕ. Республика Пуçлăхĕн тĕрлĕ çулти стипендиачĕсем Сашапа Настя Медведевсем, Д. Иванов, Женяпа Алеша Кошелевсем, В. Фролов – нумай-нумай конкурссемпе фестивальсен лауреачĕсем. Шкулта çакăн пек кружоксем пурришĕн чунтан савăнатпăр.
Л. АНТОНОВА.