АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыр йывăÿçра ыр çимĕç çитĕнет

16 февраля 2013 г.

Кирек мĕнле ача та атте-анне пилĕпе, унăн ăс-хакăлĕпе, тăрăшулăхĕпе, тимлĕхĕпе ÿсет, аталанать, воспитани илет. Ку тĕлĕшпе Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта пысăк хастарлăхпа пĕлÿ илнĕ Вадим Селиванов пирки ыррине, лайăххине çеç каламалла.

Ун чухнех вĕренÿре çеç мар, спортра та кăтартуллă пулнă. Вăл ертсе пынипех команда “Зарница” çар вăййинче пĕрре мар районта малти вырăна тухнă. Ахальтен мар ĕнтĕ спортсменсен ушкăнĕ Хура тинĕс хĕрринчи “Артека” та кайма тивĕçнĕ.

Вăхăтĕнче ÿркенмесĕр тар тăкни паян Вадим Рудольфовича çар службинче пысăк пулăшу парать. Çур çул ытла ĕнтĕ каччă салтак тумне тăхăнни. Малтан вара вăл хăй ĕмĕтленнĕ пекех икĕ аслă шкулта пĕлÿ илнĕ. Дипломлă экономист тата кĕçĕн сержант В. Селиванов службăн малтанти кунĕсенчех çирĕп дисциплинăллă, харсăр та паттăр салтак пулнипе палăрнă. Çар çынни тăван çĕр-шыв умĕнчи тивĕçне чун-чĕререн пурнăçлать, ыттисемшĕн вăл ырă тĕслĕх. Çакăн пирки хавхаланса палăртнă та çар чаçĕн штаб начальникĕ Е. Никитин ашшĕ-амăшĕ патне янă тав çырăвĕнче.

Рудольф Васильевичпа Антонина Васильевнăн ывăлĕсене тивĕçлĕ воспитани парса тĕрĕс çул çине тăратнăшăн хĕпĕртемелĕх пур. Вадимăн шăллĕ Максим та пур енĕпе те пиччĕшĕнчен кая мар. Вăл паян Раççей ФСБ аслă шкулĕн курсанчĕ.

А. НИКОЛАЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика