16 февраля 2013 г.
Патăрьелĕнчи пĕрре-мĕш вăтам шкул спорт залĕнче алă вăй виçессипе 1997-1999 çулсенче çу-ралнă хĕр ачасемпе арçын ачасем хушшинче республика шайĕнчи ăмăртусем иртрĕç. Унта 8 районтан 140 ытла ача хутшăнчĕ. Спортсменсене “Паттăр” физкультурăпа спорт комплексĕн директорĕ А. Краснов, республикăри армспорт федерацийĕн председателĕ И. Смоленцев саламларĕç. Хăйсен виçе категорийĕсенче О. Бахмисов, Д. Емельянов (Турханти вăтам шкул), Р. Сафин (Туçа), В. Афанасьев (Нăрваш Шăхаль), И. Ишмуратова (Шăнкăртам) , И. Якушева, Л. Муллина, М. Узбеков (Шăнкăртамри пĕрремĕш вăтам шкул), Д. Кдрасова, Д. Чабатова, Н. Воробьева, Л. Евграфова, А. Айбетова, А. Веревкин, В. Каштанов, С. Артемьев (Патăрьелĕнчи пĕр-ремĕш вăтам шкул), М. Шалтынов, М. Чанга (Нăр-ваш Шăхаль), А. Юнусов (Шăнкăртам), И. Хакимов (Тутар Сăкăт), Л. Давыдов (Турхан) мала тухрĕç. Абсолютлă первенствăра И. Ишмуратова, А. Яне-шева, В. Афанасьев, Р. Сафин çĕнтерÿçĕсен шутне кĕчĕç. Мала тухнисене республикăри Физкультурăпа спорт министерствин грамотисемпе медалĕсене пачĕç. Федераци президенчĕ çирĕплетнĕ парнесем те (“Булат” ертÿçи Р. Абдулвалеев, “Шыгырданы” – З. Халитов, юсав пайĕсем сутакан лавкка хуçи – Р. Вахитов, “Кил валли таварсем” – В. Кополухин, хуçалăх таварĕсем – С. Эрюков , “Электроника тĕнчи” – Ю. Белинов пулăшнипе) ачасене савăнтарчĕç. И. Але-ев, А. Давыдов, В. Козлов тренер-преподавательсемпе В. Григорьев, И. Зейнетдинов, В. Бахмисов физкультура учителĕсене республика шайĕнчи ăмăртăва хутшăнакансене хатĕрленĕшĕн хисеп грамотисемпе чысларĕç. Командăпа илес пулсан та Патăрьелсем пĕрремĕш вырăн йышăнчĕç. Кубок пирĕн алăра юлчĕ.
Р. АЛЕЕВА.