16 февраля 2013 г.
Лармалла çеç ан пултăр Пурнăçра кашни çынах йăнăшма, ÿкĕнĕçлĕ ĕç туса хума пултарать. Çакна пĕле тăркач е ăнсăртран туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Анчах кирек мĕнле пулсан та саккун хăйĕн йĕркине çирĕп пăхăнма ыйтать. Унăн сакки вара са-а-а-рлака, ларма çеç тăрăшмалла мар. Тĕрлĕрен сăлтавпа ра-йонти суд приставĕн серепине çакланнă парăмçăсем чакса мар, ÿссех пы-раççĕ темелле. Вĕсем хушшинче усламçăсем те, хуçалăхсем те, ахаль çынсем те пур. Иртнĕ çул, сăмахран, кунта 11169 ĕç пуçарнă. Мĕн пур производствăна çулталăкри 365 кун çине пайласан, куллен кантура вăтăр ытла “тупра” кĕрет. Вĕсенчен 7390-шĕ пирки вĕçне-хĕрне тухнă, саккунпа килĕшÿллĕн укçа шыраса илнĕ.
– Пирĕн районта пĕчĕк тата вăтам бизнес начар мар аталанать, харпăр хăй ĕçне уçакансем те, суту-илÿ тăвакансем те пайтах. Ахаль граждансем те пурнăçа начар мар сыпăнтараççĕ темелле. Çапах та тĕрлĕрен сăлтавпа пысăк парăма кĕрсе кайса пирĕн пата çакланакансем сахал мар. Çакă, паллах, пăшăрхантарать. Хура ĕçсене тăрă шыв çине кăларас тесе сахал мар тимлеме тивет. Пĕлтĕр, сăмахран, хамăр вăйпа 93 миллион та 406 пин тенкĕ укçана патшалăха тавăрттарнă. Çакă пĕчĕк сумма тееймĕн. Тĕрлĕрен штрафсене шыраса илсе район бюджетне кăна пирĕн вăйпа 3 миллион та 37 пин тенкĕ кĕнĕ. Хура списокра ытларах – вăхăтра налук тÿлесе пыман предпринимательсем. Вĕсенчен район енчĕкне 2 миллион та 347 пин тенкĕ хутшăннă. Транспорт тата пурлăх налукĕсенчен – тепĕр 494 пин тенкĕ,– паллаштарать районти суд приставĕсен ертÿçи Г. Афки.
Малалла Галина Васильевна налук тÿлессинчен пăрăнакан организацисемпе, уйрăм çынсемпе паллаштарать. Акă, коммуналлă ыйтусемпе ĕçлекен “Уют” обществăн çеç вăл пĕр миллион та 63 пин тенке çитнĕ! “Знамя” агрофирмăн, “Югель”, “Крахмалзавод” пĕрлĕхсем çинче çур миллион çакăнса тăрать. Кăшт пĕчĕкрех парăмсем те пайтах. Логуновапа Кошкина вара урăхларах сăлтавпа çак хура списокра. Вĕсем банкран кредит илнĕ-мĕн. Анчах вăхăтра тавăрса тÿлемеççĕ – парăмĕ ÿссе çеç пынă.
Районти суд приставĕ ачисене пăрахса хăварнă ашшĕсенчен алимент шыраса илессипе те нумай тимлет. Шел пулин те, паянхи куна çак ыйту çине çиелтен пăхакансем нумай. Çулталăкра асăннă учрежденине 329 производство кĕнĕ. Вĕсенчен 99 ĕçе тĕпченĕ, таркăнсенчен пĕр миллион ытла укçа шыраса илнĕ. Çак тĕлĕшпе ĕçе витĕмлетес тесе çĕнĕ çул умĕн алиментçăсемпе ятарласа “Хĕл Мучи çул çинче – алимента тÿле” ятпа акци йĕркеленĕ. Усси самаях пысăк иккен. Çак тапхăрта чылай парăмçă хÿри вĕçне шыв çитнĕ. Саккуна сĕмсĕрĕн пăхăнманнисен вара суд сакки çинех ларма тивнĕ.
Суд приставĕсен ĕçĕ курăмсăр тееймĕн. Анчах вăл яваплă та, теветкеллĕ те. В. Хвостова, Г. Иванова, А. Абеев, И. Кальметова хăйсен тивĕçĕсене чун-чĕререн пурнăçласа пы-раççĕ.
А. ЕГОРОВА.