16 февраля 2013 г.
Кăçалхи кăрлач уйăхĕнче çеç республикăра водительсем çуран пыракансем çине кĕрсе кайса авари тунă 62 тĕслĕхе шута илнĕ. Шел пулин те, вĕсенче вунă çыннăн пурнăçĕ хăрушă синкерпе вĕçленнĕ, 55-шĕ аманнă. Ку тĕлĕшпе уйрăмах Канаш, Улатăр, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ, Йĕпреç районĕсем малта пыраççĕ. Мухтав турра, пирĕн районта вара çакнашкал шар курнисем çук.
Çул çинче пулакан инкексен шутне чакарас, çуран çÿрекенсен пурнăçĕпе сывлăхне сыхлас, вĕсене çул-йĕр правилисене хăнăхтарас тĕллевпе час-часах ятарлă мероприятисем ирттереççĕ. Акă, иртнĕ эрнере, нарăсăн 8-мĕшĕнче “Пешеход. Пешеходный переход” ятарлă операци иртрĕ. Çак куна пирĕн службăри инспекторсем çеç мар, дружинниксем, полицин ытти сотрудникĕсем те явăçрĕç. Операци вăхăтĕнче çул-йĕр правилине сĕмсĕррĕн пăснă водительсем е çуран пыракансем тĕл пулман. Анчах та пакунлисен çул урлă ятарлă вырăнсенче çеç каçмалли çинчен пĕрре мар асăрхаттарма тивнĕ.
Çуран çÿрекенсен шутне утса пыракан çын çеç мар, велосипедпа е мопедпа ярăнакан та, мотоцикл çавăтса пыракан та, ача е инвалид коляскине, çунана чышса çÿрекен те кĕрет. Çавăнпа та çул урлă каçнă чухне питĕ тимлĕ пулмалла.
А. КАРГИНА,
районти ГИБДД уйрăмĕн инспекторĕ.