АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шашка тата шахмат турнирĕ

28 февраля 2015 г.

Р. Даутов спорт ветеранĕн призĕсене çĕнсе илессишĕн ирттерекен турнира районти 25 шашка тата шахмат маçтăрĕ хутшăнчĕ. Çавăнпа пĕрремĕш туртанах хĕрỹ тупăшу пуçланчĕ. Сăкăтри А. Тинюков, Тутар Сăкăтĕнчи Т. Абянов, шашка спорчĕн ертỹçи Н. Федоров (пурте тĕрлĕ ăмăртура пĕр хутчен çеç мар çĕнтерỹçĕсем пулнăскерсем) малтанах хăйсен ăсталăхне кăтартма пуçларĕç. Маçтăртан та маçтăр вылякансем пур иккен. Çакна пĕрремĕш вăйăсемех палăртрĕç. Н. Федоров вара кашнинчех малта пулчĕ, А. Тинюковпа вылянă вăййа çеç никам çĕнтерейменнипе вĕçлерĕ. С. Тарасовпа Н. Ларионов та (çăмăл атлетика ветеранĕ те) малти вырăнсемшĕн тупăшрĕçех. 10 очко пухма май пулнă çĕртен Н. Федоров чи харсăрри пулчĕ. Иккĕмĕш вырăна А. Тинюков йышăнчĕ. Виççĕмĕшне вара Т. Абянов тухрĕ. Шашка турнирĕ çакăнпа вĕçленчĕ. Çĕнтерỹçĕсене хавхалантарма Н. Ларионов пулăшрĕ.

Шахмат турнирĕ вара ытларах тăсăлчĕ. Финалти пая улттăн тухрĕç. Кунта Р. Якупов (Кзыл Камыш) çĕнтерчĕ. Иккĕмĕш вырăна Н. Федоров тивĕçрĕ. Виççĕмĕшĕнче агропромышленность техникумĕнче вĕренекен С. Сорокин пулчĕ. Ф. ФАЗУЛЛИН

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика