28 февраля 2015 г.
Обществăлла секторти, фермер тата килти хуçалăхсенчи выльăх-чĕрлĕхе пăхса тăрас тĕлĕшпе районти ветеринари служби иртнĕ çул сахал мар ĕç турĕ. Тĕпрен илсен умма лартнă тĕллевсене пурнăçларăмăр.
Чăваш Республикин патшалăх ветеринари служби палăртнă плансене пурнăçа кĕртессине мала хутăмăр. Ерекен чирсене хирĕçле мероприятисене пĕлтĕр вăхăтра тата пахалăхлă ирттернипе сарăлма памарăмăр. Анчах та 2014 çулта Турхан ял тăрăхĕнче пĕр кĕтỹре ĕне-выльăх питĕ сиенлĕ катаральнăй горячкăпа (злокачественная катаральная горячка) чирĕпе чирлерĕ. Ку амакпа аптăранисем пурте тенĕ пекех вилеççĕ. Пире çакăн пирки пĕлтерсенех ял тăрăхне çитрĕмĕр, кил тăрăх çỹрерĕмĕр. Чир пирки уçăмлатрăмăр.Выльăх-чĕрлĕх усракансене çакна асăрхаттарса калас килет: ĕнесене сурăхсенчен уйрăм усрамалла, кĕтĕве те пĕрле ямалла мар. Сутас е туянас тесен яланах ветеринари докуменчĕ пулмалла.
Эпир диагностикăпа профилактика ĕçне тĕпе хуратпăр тата профилактика мероприятийĕсене планпа палăртнă чухлĕ ирттерме тăрăшатпăр. Ку енĕпе уйрăмах Первомайскинчи тата Туçари лечебницăсенче (заведующийĕсем Н. Трофимова (сăн ỹкерчĕкре) тата В. Быков, Аслă Чементи, Кзыл Чишмари, Сăкăтри ветеринари участокĕсенче (Т. Семенова, Х. Хамматов, Т. Чумакова) вăй хуракансем ăнăçлă ĕçлеççĕ.
Выльăх сывлăхĕ ветеринари службинче тăрăшакансенчен çеç килмест. Чылай чухне мĕнле условисенче усрани, апат-çимĕç çителĕклĕ тата пахалăхлă çитерни, чир-чĕре фермăна лекмелле мар çирĕп йĕрке туса хуни, профилактика мероприятийĕсене вăхăтра туни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна та палăртма кăмăллă: районта чĕлхесĕр янаварсем вилесси çултан-çул чакса пырать. Çакăншăн сахал мар тăрăшатпăр. Паллах, пăшăрхантараканни те пур: вар-хырăм тата ỹпке чирĕсем вĕсене хавшатни шухăшлаттарать.
Йыша упраса хăварас енĕпе "Батыревский", "Исток", "Труд", "Звезда", "Первомайск", "Красное знамя" хуçалăхсем тата "Юрма" агрохолдинг тăрăшса ĕçлеççĕ.
Чир-чĕртен асăрханас тесен пĕтĕ ĕнесене, пушмак пăрусене, сысна амисене, çурасене, сурăхсемпе лашасене прививка вăхăтра тумалла, зоогигиена ыйтăвĕсене пурнăçламалла, апата нормăпа пăхнă чухлĕ, çителĕклĕ, пахалăхлă çитермелле, эмел илме вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрмалла.
Пĕлтĕр чылай хуçалăхра учреждени вăйĕпе витесене, тырă склачĕсене дезинфекциленĕ тата ытти ĕçсене те пурнăçланă.
Иртнĕ çул пĕрремĕш хут професси уявне палăртрăмăр. Вăл халь çулленех августăн 31-мĕшĕнче иртет. Ветеринари ĕçченĕсен кунне уявлани специалистсен тата çавăн пекех çĕр-шыври эпизоотие хирĕçле ветеринарипе санитари мероприятийĕсене пурнăçа кĕртекенсен тỹпин пĕлтерĕшне тивĕçлĕ хаклама май парать.
Патшалăх ветеринари службинче 3 лечебница, 9 участок, районти ветеринари лабораторийĕ шутланаççĕ. Коллективра пысăк пĕлỹллĕ, опытлă специалистсем йышлă, анчах вĕсен ăсталăхне илсе юлас текен яш-кĕрĕм шутпа çеç.
Пирĕн районта фермер тата уйрăм хуçалăхсем выльăх-чĕрлĕхрен пахалăхлă сĕт, аш-какай тата продукци илесси пирки тăрăшса ĕçлеççĕ. Эпир вара продукцие çиме юрăхли пирки справка паратпăр. Çавăн пекех выльăхсен сывлăхне те тĕрĕслесе тивĕçлĕ документсем хатĕрлетпĕр.
Ишлĕре, Пăлапуç Пашьелĕнче, Аслă Чементе, Шăхачра, Çĕнĕ Ахпỹртре, Вăтаелĕнче, Кзыл Чишмара ĕнесене, пушмак пăрусене йăхтармалли пунктсем ĕçлеççĕ. Выльăх пĕтĕленнĕ хыççăн ЧР ял хуçалăх министерстви урлă субсиди илме кирлĕ хутсем хатĕрлесе паратпăр.
Ветеринари ĕçченĕн яваплăхĕ пысăк, обществăна та питĕ кирлĕ. Хамăр тĕллевсене пурнăçа кĕртме ветеринари учрежденийĕсем хушшинче ăмăрту йĕркелерĕмĕр. Пĕлтĕрхи кăтартусемпе Первомайскинчи, Аслă Чементи, Сăкăтри учрежденисем малти вырăнсене тухрĕç. Ял хуçалăх предприятийĕсенчи ветеринари специалисчĕсем хăйсене шаннă тивĕçе май килнĕ таран тăрăшса пурнăçлаççĕ. "Батыревский" пĕрлешỹри Д. Аврелькин ветврача, "Исток" агрофирмăри Р. Араев, "Звезда" кооперативри Г. Щукина ветфельдшерсене тата ыттисене те лайăхпа палăртмалла.
П. ЕФИМОВ, районти выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен станци начальникĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)