28 февраля 2015 г.
Вут-кăвартан амаланакан инкек çынна мĕн чухлĕ хуйхă, тăкак илсе килме пултарать! Пушар синкерлĕхпе вĕçленни вара тата хăрушăрах. Кăçал пирĕн района темĕнле усал вăй çулăхнă тейĕн: çине-çинех пушар, инкек... Ку тĕлĕшпе республикăра та халăхпа çивĕч калаçу ирттерме сăлтавĕ пысăк. Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисен кунĕнче çеç Чăваш Енте тăватă пушар тухнă: Йĕпреç районĕнче, Шупашкарта, Етĕрне тата Пăрачкав районĕсенче. Вут серепине çакланнă çынсем пурте вилнĕ.
Юлашки вăхăтра районти пушар надзорĕн ĕçченĕсем вырăнсене тухса пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕсемпе час-часах калаçусем ирттереççĕ, пĕччен пурăнакан ватăсемпе нумай ачаллă çемьесенче пулса вут-кăвартан асăрханмалли йĕркесене куçа-куçăн курнăçса ăнлантараççĕ, ку тĕлĕшпе агитаци хучĕсем те валеçеççĕ пулин те пурпĕрех пушартан асăрханмалли правилăсене пăхăнман тĕслĕхсем тупăнсах тăраççĕ. Вăл вара синкерлĕхпе вĕçленни те пулать. Ку таранччен пирĕн районта вун пĕр пушар пулчĕ. Вĕсенче виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ, пĕри вара пушарта питĕ сиенленсе больницăра вилсе кайрĕ. Иртнĕ çулхипе е тата маларахрисемпе танлаштарсан та вут-кăвартан пулакан инкексен шучĕ питĕ нумай. Çавăнпа та вырăнти администрацисенче ку ыйтупа профилактика ĕçне вăйлатмаллах, пушар дружинисене, старостăсене, депутатсене çак ĕçе явăçтармалла. Хальхи вăхăтра кас хуралĕсене йĕркелени те вырăнлă. Кирек мĕнле инкеке те маларах асăрхаса вăхăтра парăнтарни пĕл-терĕшлĕ.
Хисеплĕ район çыннисем! Чылай чухне пушар хамăр айăппах, йĕркене çирĕп пăхăнманнипе е яваплăха туймасăр çунакан кăмакана тимлĕхсĕр пăрахса хăварнипе, пỹртре чикарккă туртнипе е юсавсăр электропроводкăпа усă курнипе тата ытти сăлтавпа та сиксе тухать. Çавăнпа та ку тĕлĕшпе хамăрăн та тимлĕ пулмалла, çакнах кỹршĕ-аршăна, юлташ-пĕлĕше те ăнлантармалла.
В. ЯКОВЛЕВ, районти пушар надзорĕн начальникĕ.
Цифрăсемпе фактсем:
районта çулталăк пуçланнăранпа 11 пушар пулнă, вĕсенче 3 çын вилнĕ, пĕр çын йывăр суранланнă;
пушарсенче 600 пин тенкĕ ытла пурлăх çунса юрăхсăра тухнă;
пушарсен пысăк пайĕн (6) сăлтавĕ _ электрооборудованипе усă курнă чухне йĕркене пăхăнманни.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)