28 февраля 2015 г.
Çĕнĕ çулта районти пушар надзорĕн ĕçченĕсем "01" шăнкăрав хыççăн пуçласа Шăнкăртамра вут-çулăмпа куçа-куçăн кĕрешрĕç. Унтанпа икĕ уйăх та çитмерĕ, каллех çак пысăк яла асăннă служба сотрудникĕсем сирена кăшкăртса васканă. Февралĕн 25-мĕшĕнче ирхине çынсем ĕçе утнă вăхăтсенчех М. Алеевсен хуçалăхĕнчен тĕтĕм-сĕрĕм йăсăрланма пикеннĕ. Вутăн алли вăрăм. Вăл туххăмрах пурăнакан çурта йĕри-тавра ярса илнĕ. Ун пек чухне пỹрте кĕрсе пурлăха илсе тухма та çук _ ку каламасăрах паллă. Юрать-ха çуртра никам та пулман...
Пушар надзорĕн инспекторĕсем инкекĕн "диагнозне" çийĕнчех палăртнă. Унăн сăлтавĕ _ чылай чухнехи пекех электрооборудованипе усă курнă вăхăтра пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманни.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)