28 февраля 2015 г.
Çуркунне çĕмĕрттерсе, кĕрлесе те çитĕ. ПАЯН _ хĕлĕн юлашки кунĕ. Алăк урати умĕнчех _ Çурпике тăрать. Тĕрĕссипе унăн "сывлани" пĕр икĕ эрне каяллах илтĕнме пуçланă: урамри хĕвел куçа шартарать, кăнтăрла çул çинчи путăксенче самаях шыв пуçтарăнать, çанталăк та ăшă. Кун тăршшĕ те самай вăрăмланчĕ темелле. Урăхла каласан, сăрт çамкинчи тата вăрманти юрсем шыв пулса кĕрлесе анса инкек тăвасран, çутçанталăк пулăмĕнчен сăтăр курасран паянах хатĕрленмелле. Çак тĕллевпе шыв çулĕсене уçмалла, çул урлă хунă пăрăхсене тасатмалла, çурхи шыв-шур вăхăтĕнче асăрханмалли йĕркесене çынсене ăнлантармалла тата ытти те. Çуркунне пире нимĕнле инкек те илсе ан килтĕр, савăнăç, чунсене ырă туйăм çеç парнелетĕр. Çакă вара пĕтĕмпех хамăртан килет.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)