28 февраля 2015 г.
Район администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, апрелĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа 30-мĕшĕччен район харпăрлăхĕ шутланакан вырăнти пĕлтерĕшлĕ çулсемпе тулли тиевлĕ е тиевсĕр пысăк автомашинăсене çỹреме чараççĕ. Анчах та çакă пассажирсене илсе çỹрекен автобуссене, тĕнче шайĕнчи (международный) тиев, апат-çимĕç, выльăхсене валли çимелли, биохутăш, выльăх-чĕрлĕх, çунтармалли-сĕрмелли материал, вăрлăх, удобрени, почта, чрезвычайлă лару-тăрăва е инкеке ликвидацилеме кирлĕ япаласене, çул-йĕр тăвакан техникăна тата юсав материалĕсене турттараканнисене, федераци органĕн ĕç тăвакан влаç транспортне (федераци саккунĕпе килĕшỹллĕн çар службине пăхса хăварнă) пырса тивмест.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)