28 февраля 2015 г.
Шкул çулне çитмен ачасене чăваш чĕлхипе калаçма, тăван чĕлхене юратма вĕрентни "Чăваш Республикин чĕлхесем çинчен" калакан саккунне пурнăçлама пулăшать. Тăван чĕлхене вĕренсе ача халăх культурипе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе паллашать, наци традицийĕсене, йăла-йĕркесене хисеплеме хăнăхать.
Культурăран литература анине куçни, паллах, питĕ килĕшỹллĕ. Литература çулталăкне уçнă май Çĕнĕ Ахпỹртри "Çеçпĕл" ача садĕнче мероприятисен ятарлă планне çирĕплетрĕç. Кĕçĕн ушкăнпа ĕçлекенсем "Ача-пăча сăввисем" курав йĕркелерĕç. Пĕчĕкскерсене çыравçăсемпе паллаштарчĕç, вĕсен сăввисене вуласа пачĕç, тĕрлĕ кĕнекери ỹкерчĕксене тишкерчĕç, çăмăлрах йĕркесене пăхмасăр калама вĕрентрĕç. Кунта А. Власова, Д. Савдеров, С. Плешков, М. Шакеева, А. Иракина матур пулчĕç.
Илемлĕ литература вулани çитĕнекен ăрушăн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Вăл пуплеве, тавра курăма аталантарма пулăшать. Кĕнекесенчи хитрелĕх вара тĕссене уйăрма хăнăхтарать.
Пĕчĕкскерсемпе темех тăваймăн. Юмахсем лартнă çĕре вара аслă ушкăнрисене явăçтаратпăр. Сăнарсене кăларма пулăшаççĕ вĕсем.
Т. ТУКТИНА, воспитательница
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)