28 февраля 2015 г.
Кĕçнерникун Чăваш Ен Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн Крым Республикинчи ĕçлĕ визичĕ пуçланнă. Михаил Васильевич унта паян пулать.
Симферопольте Чăваш Республикин Михаил Игнатьев ертсе кайнă официаллă делегацийĕ Крым Республикин Министрсен Канашĕн Председателĕпе Сергей Аксеновпа курнăçнă. Тĕл пулура регионсен икĕ еншĕн те усăллă ĕçтешлĕхне анлăлатассине сỹтсе явнă.
Михаил Игнатьев тата Сергей Аксенов ЧР Министрсен Кабинечĕн тата КР Министрсен Канашĕ суту-илỹпе экономика, наукăпа техника, социаллă пурнăç тата культура енĕпе тачă çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшĕве пурнăçламалли мероприятисен планне алă пуснă.
Çавăн пекех халăха ĕçпе тивĕçтерес енĕпе çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹ тунă, ăна Крымăн ĕçлев министрĕ Елена Романовская тата Чăваш Енĕн Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Сергей Викторов алă пусса çирĕплетнĕ. Унсăр пуçне Çĕнĕ Шупашкар тата Феодоси хулисен тăванлăхĕ, Патăрьел район администрацийĕпе Крым Республикинчи Бахчисарай районĕн муниципалитет йĕркелĕвĕ çыхăну тытса ĕçлесси çинчен калакан килĕшỹсене алă пуснă.
"Хыпар" хаçатран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)