АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эльмира Алеева Европа чемпионатне хутшăнĕ. Ăнăçу сана, чиперкке!

04 марта 2015 г.

ÇАК кунсенче Мускав облаçĕнчи Рыбинск хулинче алă вăйне виçессипе Раççей чемпионачĕ иртнĕ. Пысăк ăмăртăва хутшăнса Чăваш Ен чысне хỹтĕлекенсем хушшинче пирĕн район каччипе хĕрĕ те пулнă: Сăкăтри вăтам шкулта вĕренекен И. Якупов _ 16, Ыхра Çырми чиперкки, Чăваш патшалăх университет студентки Э. Алеева 21 çулчченхи спортсменсем хушшинче армспорт ăсталăхне кăтартнă çеç мар, малти вырăнсене тивĕçнĕ. Эльмира пысăк тупăшура чи лайăх кăтарту туса Европа чемпионатне кайма путевка çĕнсе илнĕ. Вăл апрель уйăхĕнче Польшăра иртмелле. Республика Пуçлăхĕн стипендиаткин çакă пĕрремĕш çитĕнỹ мар. Раççей Федерацийĕн спорт мастерĕ Европа чемпионачĕн _ иккĕмĕш, юниорсем хушшинче тĕнче чемпионачĕн виççĕмĕш призерĕ. Унсăр пуçне 2013 çул кăтартăвĕсемпе Эльмира Алеева "Районти чи лайăх спортсменка" хисеплĕ ята çĕнсе илнĕ (тренерĕ И. Алеев).

Раççей чемпионатне хутшăннă Ильяс Якупов вара хăйсен ушкăнĕнче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Унăн малтанхи çитĕнĕвĕсем те савăнтараççĕ: спорт мастерĕн кандидачĕ Атăлçи федераци округĕнчи ăмăрту çĕнтерỹçи, Фетхи Бурнаш преми лауреачĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика