04 марта 2015 г.
ПУРНĂÇРА асăрханмасан, чăнах та темĕн те сиксе тухма пултарать. Районти пушар надзорĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, иртнĕ эрнекун каллех Шăнкăртамра чутах тепĕр хуçалăха пушар шар кăтартман... Кил хуçи ирхи кỹлĕм ГАЗель автомашинине ăшăтма тесе ĕçлеттерсе лартнă. Хăй çав вăхăтра кил картишĕнче кăштăртаткаласа çỹренĕ. Хĕллехи кунсенче чылай водитель çапларах хăтланать-çке. Темиçе минутран арçын хурçă "ут" алăкне уçать те... Холодильниклă автомашина çинчи кондиционер замыкани парса маччана сиенлеме те ĕлкĕрнĕ-мĕн. Юрать-ха, çакскер çухалса кайман, ГАЗеле тỹрех гаражĕнчен кăларнă, айккинче купаланса тăракан юрпа сапса çеç хыпса илме хатĕр вута сỹнтернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)