АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хура тинĕс хĕрринче _ паттăр хулара

04 марта 2015 г.

 Февралĕн 26-28-мĕшĕсенче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Крым Республикинче ĕçлĕ визитпа пулнă. Февралĕн 27-мĕшĕнче Севастополь хулин Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин социаллă пурнăçпа экономика хăвачĕн презентацийĕ иртнĕ.

Ăна уçнă май Кĕпĕрнаттăрăн _ Севастополь правительствин председателĕн заместителĕ Алексей Еремеев хула çыннисемшĕн Раççейĕн ытти субъекчĕн тĕревне туйни пысăк пĕлтерĕшлине палăртнă. "Эпир Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен хăнасене йышăнма яланах хавас. Халĕ пирĕн пата Чăваш Енĕн сумлă делегацийĕ килсе çитрĕ. Севастопольăн тата Чăваш Республикин влаç органĕсен, бизнес-пĕрлĕхĕн представителĕсем калаçусем ирттереççĕ, çак тĕл пулусем усăллă пуласса шанатпăр", _ тенĕ вăл. Михаил Игнатьев Севастополь çыннисене тăванла чăваш халăхĕн ячĕпе саламланă, чăваш делегацийĕшĕн Севастополе _ вырăс çар мухтавĕн символ-хулине _ килни пысăк чыс пулнине палăртнă.

Михаил Васильевич пухăннисене республика аталанăвĕн çул-йĕрĕсемпе паллаштарнă, икĕ регионăн экономикăпа культура çыхăнăвĕсем çирĕпленсе-аталанса пырасса шаннине палăртнă. "Пирĕн тĕллев _ çынсен пурнăç шайне çĕклесси, вĕсем ыранхи куна шанса пурăнччăр, çирĕп çемьесем чăмăртаччăр, килĕшỹпе юратура кĕтнĕ ачасем çуралччăр", _ тенĕ вăл.

"Хыпар" хаçатран

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика